АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малтан тĕпчев ирттермелле

08 ноября 2014 г.

 Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе тĕллевлĕн тата перекетлĕн усă курнине тĕрĕсленин кăтартăвĕсем Чăваш Енре агрохими тĕпчевĕсем ирттермен тĕслĕхсем чылаййине çирĕплетеççĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн инспекторĕсем кунашкал 89 çĕр лаптăкĕ тупса палăртнă, пĕтĕмпе - 7216 гектар.

Агрохими тĕпчевĕ вара çĕрте усăллă япаласем виçеллĕ пулнине палăртма кирлĕ. Гумус тата фосфор, кали шайĕ епле пулнине кура минерал тата органика им-çамĕсем мĕн чухлĕ усă курасси уçăмланать. Çак ĕçĕн пĕлтерĕшне кура, ăна "Çут çанталăка, тăпрана упрасси. Варалассинчен тĕрĕслесси тата упрассин пĕрлехи требованийĕсем" стандартра çирĕплетнĕ.

Çĕр пулăхлăхĕ мĕнле шайра пулнине палăртма кăçал 285 проба илнĕ. "Чăваш çĕрне мĕн тиркемелли?" - тейĕ хăшĕ-пĕри. Анчах та лаборатори тĕпчевĕсем çакăнта иккĕленỹллĕ шухăшсем çураттараççĕ: 38 пробăра пулăхлăх самаях чакни палăрнă, 28-шĕнче сиенлĕ япаласен шайĕ пысăк пулнă (çав шутра 20-ĕшĕнче - нитрат виçи, 12-ĕшĕнче - йывăр металсен виçи, 10-ĕшĕнче - бенза пирен виçи).

Çĕр пахалăхне чакарнăшăн яваплисене, паллах, админстративлă майпа айăплĕç. Сăмах май, штраф виçисене пĕчĕк тееймĕн. Çак кăмăла хуçакан самантсене сирме те пултарнă вĕт. Ятарлă тĕпчеве вăхăтра ирттермелле пулнă кăна. Ăна 5 çулта пĕр хутчен йĕркелемелле.

Акă нумаях пулмасть Куславкка районĕн миравай судйи Çĕр саккунне пăснă ĕç-пуçа пăхса тухнă. Пĕр ял хуçалăхĕ 602 гектарпа ăнăçлă усă курать. Анчах та фосфор, кали, азот, йỹçеклĕх шайне палăртмасăр. Унта 2007 çултанпа агрохими службин ĕçченĕсем пулман, штраф - 4 пин тенкĕ.

Çав тăрăхри тепĕр хуçалăх вара арендăна илнĕ çĕр пулăхлăхне упраса хăварас тесе кирлĕ мероприятисем ирттермест. Тĕпчевсем ирттермесĕр унта извеç, минерал тата органика удобренийĕсене мĕн чухлĕ хушнă-ши? Кирлĕ чухлех-ши?

Вăрнар районĕнчи пĕр хуçалăхра уйсене 100 тонна агрохимикатсемпе "апатлантарнă". Анчах та кунта та малтан 1310 гектар çĕре мĕн чухлĕ тата мĕнле тутлăхлă япаласем кирлине палăртман. Хуçалăх тĕлĕшпе предписани хатĕрлемесĕр май килмен.

Пулăхлăха упраса хăварас тесе ятарлă ĕçсем туса ирттермен хуçалăх Патăрьел районĕнче те тĕл пулнă. Кунта агрохими тĕпчевĕ ирттернĕ-ха, анчах та вĕсен кăтартăвĕсене кура 1173 гектар çĕре им-çамлама тытăнман. Йỹçеклĕ çĕрсем çинче хими мелиорацийĕ ирттермен.

Елчĕк районĕнчи пĕр общество тĕлĕшпе те çакнашкалах асăрхаттарусем пулнă. Общество икĕ хуçалăх çĕрĕсене арендăна илнĕ. Пĕринче асăннă тĕпчеве 2011 çултах ирттернĕ. Анчах та фосфор тата кали шайне ỹстермешкĕн нимле ĕç те пурнăçламан. Çаканашкал явапсăрлăха пула тăпра пахалăхĕ чакнă та.

Пĕтĕмпе кăçал управлени инспекторĕсем ку евĕрлĕ 12 тĕслĕхе тĕпченĕ.

Н. ВАСИЛЬЕВА, управлени ĕçченĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика