АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Таврапĕлỹçĕсен йышĕ хушăнсах пырать

12 ноября 2014 г.

 ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче ял аталанăвне, çитĕнĕвне, кунта ỹссе çитĕннĕ çынсен кун-çулне тишкерсе историшĕн пысăк ĕç тăвакан хастарсем хушăнсах пыраççĕ. "Таврапĕлỹçĕсем" теççĕ çакнашкал пуçаруллă та пултаруллă тĕпчевçĕсене. Çак кунсенче вĕсен пĕрлĕхне тепĕр çĕнĕ ят хушăннă. Вăл Кивĕ Ахпỹрт чăвашĕ, хисеплĕ педагог-ветеран А. Н. Салмин. Çак кунсенче Александр Николаевича "Чăваш Республикин хисеплĕ таврапĕлỹçи" ят панă.

Хăй çуралса ỹснĕ çĕр-шыва тĕпчеме вăл вăтăр пилĕк çул каяллах пикеннĕ: архивсене çỹренĕ, ватă çынсенчен ыйтса пĕлнĕ. Пĕрремĕш "икерчи" Кивĕ Ахпỹртри вăтам шкул 100 çул тултарнă ятпа пичетленсе тухнă. Кĕнекене вулакан алхапăл йышăннине кура автор 2010 çулта иккĕмĕшне - "Асрах-çке эс, тăван кĕтес" _ кун çути кăтартнă. Иртнĕ çул вара Александр Николаевич теприне кăларма та хал çитерчĕ. Педагогика каçалăкĕнче чылай ят-сум, хисеп çĕнсе илнĕ пенсионер, Кивĕ Ахпỹрт ялĕн хисеплĕ гражданинĕ паян та аллинчен калемне ямасть, тăван тăрăхĕн йăх-несĕлĕн аталанăвне тĕпче

Сăмах май каласан, пирĕн районта çак хисеплĕ ята тивĕçлĕ пулнисем вунна яхăн çеç.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика