АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш хăмли _ чи хăватли, Чăваш пики _ чи хỹхĕмми…

08 ноября 2014 г.

ТĔНЧИПЕ чапа тухнă чăваш хăмли чи хăватлă пулнипе мăнаçланса юрлакан юрра пурте пĕлеççĕ-тĕр. Ун çумне тепĕр ытарлă сăмах çаврăнăшĕ те хушас килет: чăвашсен пикисем те чи хỹхĕммисем, илĕртỹллисем... Шăпах çакна курса ĕненме пулнă та ноябрĕн 7-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче йĕркеленĕ "Чăваш пики _ 2014" конкурсра. Сцена культурипе çыпăçулăх, ăс хакăлпа творчество пултарулăхĕ, илемлĕхпе маçтăрлăх килĕшсе тăмалли тупăшăва районти пысăк сцена çинче пĕрремĕш хут йĕркелемен. Хальхинче те конкурсра "Асанне арчине" уçма та, чăвашсен апатне ас тивме те, чиперккесен маçтăрлăхне ытти енĕпе хак пама та тивнĕ. Тупăшу тупăшăвах ĕнтĕ. Çапах та мĕн пур йывăрлăха çĕнтерсе Патăрьелĕнчи Татьяна Николаева "Чăваш пики _ 2014" ята çĕнсе илнĕ. Чăваш Ишекĕнчи Светлана Максимова вара _ "Вице Чăваш пики _ 2014". Красномайскинчи О. Сироткинапа С. Журавлева, Алманчăри И. Петрова, Çĕнĕ Ахпỹртри Е. Козлова та тĕрлĕрен ята тивĕçнĕ: хỹхĕм, çепĕç, илĕртỹллĕ, куракансем кăмăлланă пике.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика