12 ноября 2014 г.
Республикăри халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертỹçи Сергей Димитриев палăртнă тăрăх, республикăра кăçал 36680 çынна ĕçе вырнаçтарнă. Ку вăл ĕç шыракансен 86,4 проценчĕ. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи итогсем тăрăх, Чăваш Ен халăха ĕçпе тивĕçтерес енĕпе Раççей субъекчĕсем хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăннă. Инвалидсене ĕç тупса парас енĕпе (кăрлач-авăн уйăхĕсенче 710 инвалид) _ Раççей субъекчĕсем хушшинче улттăмĕш вырăнта. Çав вăхăтрах çул çитмен 16179 çамрăка (100,5 процент) килĕшỹ туса ĕçе вырнаçтарнă. Çулталăк пуçланнăранпа учета тăнă ĕçсĕррисен йышĕ 17,8 процент чакнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)