12 ноября 2014 г.
Агропромышленность комплексĕнче çĕр çинче вăй хуракансен çулталăк ĕçĕсем вĕçленчĕç тесен те юрать: ỹстернĕ çимĕçе, тыр-пула пухса кĕртнĕ, кĕрхи çĕр ĕçĕсене пурнăçланă. Паллах, хуçалăхсенче алă усса лармалли вăхăт мар (ун пекки çулталăкĕпех те çук хресченĕн): выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарасси пирки тимлемелле, техникăна йĕркене кĕртсе çитермелле... Çапах та çулталăк ĕçĕсене пĕтĕмлетме вăхăт çитрĕ тесе калас килет.
Мĕнлерех пулчĕ кăçалхи çул çĕр ĕçченĕшĕн, еплерех хак пама пулать унăн тăрăшулăхне? Çак тата ытти ыйтусем тавра пулчĕ пирĕн калаçу район администрацийĕн пуçлăхĕпе Н. Глуховпа.
_ Николай Иванович, хресчен ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман. Юлашки икĕ çула çеç илер. Пĕлтĕр ỹстернĕ тухăçа пухса кĕртнĕ тапхăрта çумăрсем чăрмантарчĕç, кăçал вара типĕ çанталăк ура хурса пычĕ. Çапах та кăçалхи тухăçа пĕлтĕрхипе танлаштарсан кăтартусем еплерех-ши?
_ Тĕрĕсех, çĕр ĕçĕ çанталăк условийĕсемпе тỹрремĕнех çыхăннă. Пĕлтĕрхипе кăçалхине танлаштарас пулсан вара, кăтартусем çапларах: пĕрчĕллĕ культурăсене пĕлтĕрхи шайран 200 процент (43330 тонна), аш-какай - 121 процент (5300 тонна), сĕт 104 процент (32660 тонна) илтĕмĕр.
_ Хуçалăхсенчен хăшĕсене палăртнă пулăттăр?
_ Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çитĕнтерес ĕçре "Исток" агрофирма, "Батыревский" АХО, Ф. Чабатов тата Е. Мартышкин фермерсен хуçалăхĕсем ăнăçлă ĕçлерĕç. Вĕсем кашни гектартан 30 центнер ытла илме пултарчĕç. "Исток" агрофирма 300 га çинче сахăр кăшманĕ ỹстерсе кашнийĕнчен 400 центнер тухăç илме пултарчĕ. Аш-какай туса илессипе "Юрма" агрохолдинг малта пырать, кунта 9 уйăхра 1500 тонна сысна какайĕ илнĕ. "Батыревский", "Исток", "Малалла", "Первомайск" хуçалăхсенче те кăтартусем аван: мăйракаллă шултра выльăхсем кунта 600-шер грамм ытла, сыснасем - 400-600 грамм ỹт хушса пынă. Сĕт сăвас енĕпе "Батыревский" (кашни ĕнерен 4721 кг), "Звезда" (4236 кг), "Исток" (4226 кг), "Красное знамя" (3748 кг) хуçалăхсем ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче.
Çĕр улми ỹстерекенсем çинчен уйрăммăн калас килет. "Иккĕмĕш çăкăра" çитĕнтерессипе пирĕн район республикăра лидерсен йышĕнче. Чăваш Енре туса илнĕ çĕр улмин 20 проценчĕ _ Патăрьелсен. Ку енĕпе "Батыревский" тата "Красное знамя" хуçалăхсем ăнăçлă ĕçлеççĕ.
_ Ял хуçалăхне патшалăх паракан пулăшу çулсерен пĕлтерĕшлĕрех пулса пырать. Кăçалхи çул еплерех асра юлĕ ку енĕпе?
_ Çĕр ĕçченĕсем кăçал та патшалăх пулăшăвне уçăмлăнах туйрĕç. Пурĕ районĕпе çак пулăшу 154 млн та 60 пин тенкĕпе танлашрĕ. Вăл шутран: кредит проценчĕсене субсидилеме - 101 млн тенкĕ, тыр-пул тухăçĕпе выльăх-чĕрлĕхе страхлама - 11 млн та 455 пин, ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме - 5 млн та 650 пин, фермер ĕçне пуçласа яракансене - 9 млн та 744 пин, ялăн социаллă аталанăвĕ валли - 8 млн та 388 пин тата ытти те. Çак йышши пулăшусене пула эпир вăрлăх туса илессине, выльăх ăратне çĕнетессине пурнăçласа пыратпăр, ял хуçалăх объекчĕсем хута яратпăр, çĕнĕ техника туянатпăр, граждансен пурнăç условийĕсене лайăхлататпăр.
_ Николай Иванович, агропромышленность комплексне ăнăçлă аталанма мĕнлерех условисем кирлĕ тата çав условисем пур-и пирĕн?
_ Ял хуçалăхне çĕнĕ çитĕнỹсем патнелле ăнтăлма пур условисем те çителĕклĕ. Ĕçчен халăх, пултаруллă ертỹçĕсем пур, пулăхлă çĕр çинче пурăнатпăр. Патшалăх пулăшăвĕпе пĕлсе усă курса ĕç тухăçлăхне ỹстерсе пырсан эпир татах та курăмлă çитĕнỹсем тăвăпăр.
С. ПЕРЕПЕЛКИН калаçнă
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)