12 ноября 2014 г.
Район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн çамрăксемпе ĕçлекен центрĕ кашни çулах нумай пулмасть вăй хума пикеннĕ специалистсем хушшинче "Чи лайăх çамрăк специалист" конкурс йĕркелет. Кăçал ăна 10 номинаципе ирттертĕмĕр. "Çамрăксен патшалăх политикине реализацилекен чи çамрăк активист-общественник" хисепе Çамрăксен канашĕн секретарĕ Т. Илюткина çĕнсе илчĕ.
Татьяна Шăмăршă районĕнче çуралса ỹснĕ. Пурнăç çулĕпе утакан савнă мăшăрне вара Патăрьел районĕнче тĕл пулнă. Аслă пĕлỹ илнине çирĕплетекен дипломлă пулсанах вĕрентỹ пайĕнче вăй хума пуçланă.
Т. Илюткина общетвăлла ĕçсене ачаллах, шкулта вĕреннĕ чухнех, питĕ хастар хутшăннă. Халь те вăл вăхăтпа туллин усă курма тăрăшать. Çавăнпах ĕнтĕ ăна тỹрех Çамрăксен канашне йышăнчĕç. Уçă кăмăллă, пурнăçа юратакан, йывăр вăхăтра кирек кама та пулăшма хатĕр Татьяна пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пултарнипе те палăрса тăрать. Вăл юрра-ташша та питĕ маттур. Канаш çумĕнче йĕркеленнĕ "Çамрăклăх" эстрада ушкăнĕнче юрлать. Илемлĕ сассипе пурне те тыткăнлать. Ушкăн районта иртекен тĕрлĕ конкурса, фестивале хастар хутшăнать. Кăçал районта пĕрремĕш хут йĕркеленĕ "Юратнă кинофильмсенчи юрăсем" фестивальте те сцена çине виççĕн тухса юрă шăрантарчĕç, "Трио" номинацире мала тухма пултарчĕç.
Патăрьел кинĕ спортра та хастар. Çамрăксен команди ăмăртусенче малти вырăнсене йышăнать. Çакăнта Таньăн тỹпи те пысăк.
Районта уйăхсерен иртекен Çамрăксен пĕрлĕх кунĕсенче те Т. Илюткинана кашнинчех курма пулать. Çавăн пекех "Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн", "Ачалăха хỹтĕлетпĕр", "Çамрăксем пируссăр", "Йывăç ларт тата ăна упра" акцисене те ирттерме пулăшать.
Вĕрентỹ пайĕнчи Çамрăксен канашĕ 2012 çулта республикăра "Чи лайăх çамрăксен канашĕ" йĕркеленĕ конкурсра "Чăваш Енри ĕçлекен çамрăксем" номинацие тивĕçрĕ. Çак ята çĕнсе илме Таня та пулăшрĕ.
А. АНТОНОВА, çамрăксемпе ĕçлекен специалист
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)