12 ноября 2014 г.
Кунĕпех çумăр çăвать. Калăн, мачча кашти хуçăлса аннă тейĕн. Шухă çилĕ вара йывăç çинчи сарă, хĕрлĕ, хăмăр çулçăсене татса илет те çĕр çине ỹкерет. Кира куç сиктермесĕр урамри ỹкерчĕке сăнать. Паян унăн та кăмăлĕ çут çанталăкăннипе пĕр пек. Чĕринче пĕр туйăм та çук, чунĕнче вара пушлăх хуçаланать. Çакăн пек чухне йĕрес те, никампа калаçас та килмест. Пĕчченлĕх хăйĕн ытамне илет те _ ниепле те вĕçертмест. Иртнĕ кунсем кинофильмри кадрсем пек пĕрин хыççăн тепри куçа курăнаççĕ.
Поэтсем чи çепĕç туйăм çуркунне чĕресене çунтарать тесе çирĕплетеççĕ пулин те юрату тени çанталăкăн нихăш вăхăтне те пăхăнмасть иккен. Кира Андрейпе паллашнă кун питĕ сивĕччĕ. Ун чухне сессие ăнăçлă вĕçленĕ хыççăн хĕр тăван килне васкатчĕ. Район центрне вăл йĕркеллех çитрĕ, анчах ялне каякан автобусран кăшт кăна тăрса юлнă. Теприччен вара тата 3 сехет кĕтмелле! Кира автовокзалра лариччен тесе кам та пулин паллаканни курса лартса каясса шанса остановкăна утрĕ. Чарăнура нумай та кĕтсе тăмарĕ, ун умнех çăмăл автомашина пырса чарăнчĕ. Руль тытакан каччă ăна алăк уçсах ларма ыйтрĕ. Ури шăнма пуçланăран пике хаваспах килĕшрĕ.
_ Çакăн пек чипер пике сивĕрен хăрамасăрах ăçта кайма тухнă-ши?_ ыйтрĕ йĕкĕт машина салонĕнчи тĕкĕртен Кирăна сăнарах пăхса.
_ Киле, _ кĕскен кăна хуравларĕ хĕр.
_ Хуларанах килетĕн пулмалла-ха, сумкку пит пысăк. Каялла кайнă чухне çĕр улми, какай тултарса каясшăн пуль ĕнтĕ. Ман йăмăк Шупашкарти педколледжра вĕренет. Кашнинчех хутаçне йăтайми тăнккать. Мĕн чикет-ши? Çĕр улмипе какайне те хамах леçсе паратăп ĕнтĕ, _ терĕ кăмăллăн калаçу йĕрне малалла тăсса.
_ Ялан яшка та какай кăна çиес килмест-çке. Анне пĕçернĕ кукăле те ас тивес тетпĕр, килти сĕт-турăхĕ те аван пек. Йăмăкăр та май пур таран укçа перекетлес тесе килĕртен çимеллисем илсе кайма тăрăшать ĕнтĕ, _ сăмах çăмхи сỹтĕлнĕ май пĕлтерчĕ Кира. Çапла калаçнă май пĕр-пĕрин ячĕсене ыйтса пĕлчĕç. Каччă хĕртен кĕсье телефонĕн номерне ыйтрĕ. Студенткăна ялне çитсен килĕ умнех çитерсе хăварчĕ. Хĕр укçа сĕнсен те пĕр пус та илмерĕ, куларах кăна пăхса илчĕ те куç хĕсрĕ.
Каçпа Кира телевизорпа интереслĕ кинофильм пăхса ларатчĕ, телефонĕ янăраса кайрĕ. Андрей иккенне пĕлсен пĕр тĕлĕнчĕ, пĕр савăнчĕ. Каччă ăна урама тухма ыйтрĕ. Хĕр килĕшрĕ. Кĕл чечек çыххи тытнă йĕкĕт ăна пырса çепĕççĕн ыталарĕ.
_ Пĕрре курсах килĕш-рĕн мана. Хăвăн телефон номерне парсан питĕ савăнтăм. Эсĕ ăçта пурăннине пĕлес тесех кăнтăрла умна çитиех ăсатса ятăм. Каç пуласса аран-аран кĕтсе илтĕм вĕт. Кун çакăн пек майĕпен шунине халĕччен курманччĕ, _ терĕ Андрей урампа уçăлса çỹренĕ чухне.
Каникулта çамрăксем кашни кунах тĕл пулчĕç. Кĕске вăхăтрах пĕр-пĕриншĕн çывăх çынсем пулса тăчĕç. Икĕ эрне куç хупса илнĕ çĕре иртсе кайнă пекех туйăнчĕ. Кайран Андрей хулана час-часах çỹреме пуçларĕ. Ĕçрен е пĕр сăлтавсăрах пыратчĕ.
Кирăна вĕсем нихăçан та уйрăлмассăн, ĕмĕр тăршшĕпе пĕр сукмакпа утассăн туйăнатчĕ. Анчах пурнăç урапи ялан тикĕс чупмасть çав. Кирăн яла кĕтмен-çĕртен эрне варринче килме тиврĕ. Автобусран тухсанах вăл Андрейăн автомашинине курчĕ. Хăй те инçех мар çамрăк чиперккене ытланă та йăл-йăл кулса калаçать. Пике каччăна шăнкăравласа ячĕ. Вăл вара телефонне кăларса пăхрĕ те сỹнтерсе хучĕ. Çакăншăн Кирăн кăмăлĕ хуçăлчĕ. Автобуса ларсан та лăпланаймарĕ. Каçпа тепре хĕр каччăна шăнкăравларĕ, хăй яла килнине пĕлтерчĕ. Анчах Андрей ун патне пыма вăхăт çуккине каларĕ. Çакăн хыççăн тĕл пулусем те сайраланчĕç. Кайран Кира савнă тусĕ урăххипе курнăçнине пĕлчĕ. Шупашкара пырсан та йĕкĕт ун патне кĕми пулчĕ.
Ăнсăртран кăна каччăпа хĕр хулара тĕл пулчĕç. Андрей çĕнĕ савнипе çавтăннă та хаваслăн кулса тем пирки каласа парать. Кирăна курсан сăнран тỹрех улшăнчĕ. Анчах пĕр сăмах чĕнмесĕр, пĕр-пĕрне палламан пек туса иртсе кайрĕ. Çакна курсан Кирăн чунĕ питĕ хурланчĕ, аран-аран пỹлĕмне çитрĕ. Никам та çуккипе куççульне ирĕке ячĕ. Тăварлă тумламсем юхрĕç те юхрĕç...
О. БЕЛЬДЕКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)