АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрремĕш туйăмсем

12 ноября 2014 г.

Унпа эпĕ шкулта вĕреннĕ чухнех паллашрăм. Вăл манран 2 çул аслăччĕ. Эпир пĕрле урама тухаттăмăр, клуба çỹреттĕмĕр. Хĕвел анасса чăтăмсăррăн кĕтеттĕм. Мĕншĕн тетĕр-и? Шăп çав вăхăтра вăл мана уçăлма чĕнетчĕ. Çапла пуçланчĕ пирĕн юрату.

Андрей мана уроксем вĕçленсен ăсатма тытăнчĕ. Аттепе анне те килĕштеретчĕç ăна. Вăл киле панă ĕçсене тума та пулăшатчĕ. Каçсерен çăлтăр шутланă чухне пуласлăх пирки шухăшлаттăмăр. Андрей инженера вĕренме ĕмĕтленетчĕ, эпĕ вара тухтăр профессине алла илес теттĕм. Вăхăт сисĕнмесĕр иртрĕ. Савни шкул пĕтерсенех Шупашкара кайрĕ, эпĕ ялах юлтăм. Эрне вĕçленессе чăтăмсăррăн кĕтеттĕм. Кун каç енне сулăнсанах чарăнăва васкаттăм.

Кĕтмен-туман çĕртен инкек сиксе тухрĕ. Андрей чирленипе сыватмăша лекрĕ. Килне темиçе уйăхран çеç сывалса тухрĕ. Каллех пĕрле урама уçăлма тухаттăмăр. Ялта манăн савни пирки: "Андрейĕ чирлĕ-çке, мĕнле хĕр унăн мăшăрĕ пулма килĕшĕ-ши?" _ текен сас-хура тухрĕ. Çакăн пек каланисем аннен хăлхине те кĕнĕ. Вăл мана каччăран сивĕнме хушрĕ. Андрей çинчен çỹрекен сас-хура суя иккенне пĕлнипе çывăх çыннăма ăнлантарма тăрăшрăм. Вăл вара ĕненмерĕ, юратнă çыннăмран уйрăлма ыйтрĕ. Аннене хирĕç каяймарăм. Чун хурланнине никама та кăтартас мар тесе пỹлĕме кĕтĕм. Унта йĕре-йĕре çывăрса кайрăм. Ирхине Андрей шăнкăравланипе вăрантăм. Ячĕ телефон çинче çуталсанах чĕрем хыттăн тапма пикенчĕ. Калаçмарăм. Тĕрĕссипе, ун умĕнче мĕнле тỹрре тухмаллине те пĕлмерĕм. Каçхине, ĕне сунă хыççăн, анне пỹрте кĕчĕ. Эпĕ пỹлĕмре кĕнеке вулаттăм. Вăл ман пата пычĕ те:

_ Хĕрĕм, эпĕ Андрей амăшĕпе калаçрăм, вăл ман умра чунне уçрĕ. Каçар сана ĕненменшĕн. Тухсам Андрей патне, вăл сана урамра кĕтет.

Анне сăмахĕсене илтнĕ хыççăн хаваспах уçăлма тухрăм. Ăна курсан чун та лăпланчĕ. Савнийĕме нимĕн те каласа памарăм, суя сăмахсемшĕн пăшăрхантарас килмерĕ.

Д. КУСТОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика