АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПУШАРСЕМ МУНЧАРАН ТУХНĂ

15 ноября 2014 г.

РАЙОНТИ пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр çак вăхăтра пирĕн районта вут-кăварпа пулнă 41 инкеке шута илнĕ. Кăçал вара ноябрĕн 10-мĕшĕнче 31-мĕш пушара регистрациленĕ. Каçхине тăхăр сехетсенче "01" службăна Хирти Пикшикре Шагаевсен хуçалăхĕнче пушар тухни пирки хыпар килнĕ. Вут хыпса илнĕ мунчаран çулăм алкумĕпе верандăна та куçнă, çурт стенине те сăнсăрлатнă... Юрать-ха, васкавлă пулăшу машинисем ăна сарăлма паман.

Инспекторсем çирĕплетнĕ тăрăх, кăвар мăръери çурăк кирпĕчрен амаланса хыпса илнĕ. Пĕр кун маларах вара тăр кăнтăрлах Шăхачри Красильникова пурăнакан çурт чутах вут мăшкăлĕ пулман. Пăтăрмахăн сăлтавĕ малтанхи евĕрлех: кил хуçи ирхине мунча хутнă, кăмака мăрйине тĕрĕс мар çыхăнтарнăран каллех çулăм уçă çĕрелле тухса тăнă ...

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика