15 ноября 2014 г.
ÇИТЕС эрнере, ноябрĕн 20-мĕшĕнче, Чăваш Енте ачасене право тĕлĕшĕнчен пулăшу памалли кун ирттереççĕ. Çак кунхине кирек мĕнле ашшĕ-амăшĕ те хăйсене кăсăклантаракан ыйтупа тỹлевсĕр консультаци илме пултарать. Вăл шутра ачана усрава, опекăна илнисем те. Ачасен ирĕкне хỹтĕлес тĕлĕшпе çыхăннă чун пăшăрханăвĕсем çине тивĕçлĕ хурав тупас текенсем Шупашкарти патшалăх тата муниципаллă çăмăллăхсем паракан нумай функциллĕ центра (8352) 62 - 22 _ 33, 62_ 22 _ 55 номерсемпе шăнкăравлама пултараççĕ. Черете маларах та çырăнма пулать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)