АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Шашка _ хăйне евĕр "чир", чун канăçĕ"

15 ноября 2014 г.

ÇАПЛА хак парас килет пуç мимине самай ĕçлеттерсе çамкана пĕркелентерекен спорт вăййи пирки. Шел пулин те, паянхи çамрăксем спортăн çак тĕсĕпе туслах мар, анчах та унчченхи хăнăхупа çине-çинех хирĕçле ларакан юлташне çĕнтерекен маçтăрсем районта сахал мар. Çак кунсенче Патăрьелĕнчи спорт комплексĕнче шăпах шашистсен пултарулăхне кăтартмалли чемпионат иртнĕ. Хальхинче ăмăртăва вун икĕ арçынпа виçĕ хĕрарăм хутшăнма кăмăл тунă. Вăйă ăсталăхĕпе туптанса çитнисем кашниех мала тухассишĕн ăнтăлнă. Çивĕч кĕрешỹре малти вырăна Тикешри Владислав Антонов çĕнсе илнĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче Патăрьелĕнчи Николай Федоровпа Ишекри Владимир Семенов. Хĕрарăмсенчен вара Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти А. Плешкова пек ăста выляканни пулман.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика