15 ноября 2014 г.
Эрне кун, ноябрĕн 14-мĕшĕнче, районти депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ларăва депутатсемсĕр пуçне районти ял тăрăх пуçлăхĕсем, райадминистрацин структура подразделенийĕсен ертỹçисем, организаци, предприяти, учреждени руководителĕсем хутшăннă.
Депутатсем пĕр саслăн пулса район Уставне хăш-пĕр улшăнусем кĕртнĕ.
Сăмах май, район депутачĕсен Пухăвĕ район Уставне 2012 çулхи мартăн 20-мĕшĕнче йышăннă.
Çавăн пекех депутатсем районти муниципаллă харпăрлăх шутланакан çĕр участокне Сăкăт ял тăрăхĕн харпăрлăхĕ çине куçарас ыйтăва та пăхса тухнă, тивĕçлĕ йышăну тунă.
(Хамăр корр).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)