АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ỹкĕнỹрен чĕрĕлỹ патне

15 ноября 2014 г.

Шупашкар тата Чăваш митрополичĕн, Чăваш митрополи пуçлăхĕн Варнавăн пилĕпе ноябрĕн 12-17-мĕшĕсенче тĕп хулари МТВ центрта "Ỹкĕнỹрен Раççей чĕрĕлĕвĕ патне" ятпа Пĕтĕм тĕнчери православи курав-ярмăркки иртет. Кăçалхипе тăваттăмĕш хут килнĕ вăл Шупашкара. Йĕркелỹçисем _ Чăваш митрополийĕ тата "Уральские выставки" курав обществи (Екатеринбург).

Асăннă проект Раççейри, Беларуçри, Израильти, Грецири, Молдовăри, Украинăри Вырăс Православи Чиркĕвĕн 100 яхăн мăнастирне, храмне пĕрлештерет. Ĕненекенсем валли лайăх майсем туса панă: кунта _ пурте хисеплекен турăшсем, вăл е ку çветтуйăн çĕрмен ỹчĕсем. Сăмахрен, Аслă Елисавета княгиньăн çĕрмен ỹчĕллĕ савăчĕ, Чĕрĕлĕх парса тăракан турăш, çавăн пекех çветтуй Мускав Матронин, Петрпа Феврони Муромски çветтуйсен, Иоанн Предтечи çветтуйăн, Тĕлĕнтермĕш туса тăракан Николайăн (Николай Чудотворец) тата чылай чиркỹри турăшсем пур.

Курав хăйĕн культурăпа çутĕç программипе те палăрса тăрать. Кулленех кунта пачăшкасем калаçусем ирттерĕç, ĕненекенсене канăçсăрлантаракан ыйтусен хуравĕсене тупма пулăшĕç, Православи фильмĕсене кăтартĕç, пултарулăх коллективĕсен концерчĕсем иртĕç. Çапла майпа пуçтарăннă нухрат курава йышăнакансен пурлăх хăватне ỹстерме кайĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика