15 ноября 2014 г.
ЧР Правительствин Председателĕ Иван Моторин РФ строительство министрĕ Михаил Мень видеоконференци мелĕпе ирттернĕ пĕтĕм Раççейри селектор канашлăвне хутшăннă. Унта федераци субъекчĕсенче граждансене юхăннă çуртсенчен куçарас ĕç мĕнле пынине пĕтĕмлетнĕ.
Чăваш Енре программăпа килĕшỹллĕн 13,2 пин çынна куçармалла. Халĕ программăн пĕрремĕш тапхăрне пурнăçлаççĕ, кăçал 3,03 пин çынна çĕнĕ хваттерсемпе тивĕçтермелле. Çĕнĕ çуртсен пысăк пайне декабрьте хута ярĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)