15 ноября 2014 г.
Пурнăç кал-кал та ăнăçлă сыпăнса пынă чухне никам та инкек-синкек, вăрă-хурах пирки шутламасть. Унпа куçа-куçăн тăма тивсен вара чылайăшĕ чавсине çыртма та, ỹксе ỹкĕнме те хатĕр, анчах... Кая юлнă. Çакăн хыççăн хуçисем çук чухне кил-çурта вăрттăн çулпа кĕрсе пысăк сăтăр тунă вăрă-хурахăн ури йĕрĕ çине пакунлисем çеç ỹкме пултараççĕ. Канашри ведомствăра тăман хурал пайĕн Патăрьелĕнчи централизациленĕ пункт районта шăпах тĕрлĕрен объектсемпе граждансен уйрăм çурчĕсемпе хваттерĕсене хăй хỹтлĕхне илет те. Унсăр пуçне хурал сотрудникĕсен тивĕçĕ _ çын йышлă çỹрекен вырăнсенче хăрушсăрлăх йĕркине, уйрăмах кирлĕ объектсене террористла актсенчен хỹтĕлесси, право йĕркине пăсакансене тытса чарасси тата ытти те.
Хальхи вăхăтра вĕсен яваплăхĕ çинче тĕрлĕрен харпăрлăхлă 92 объект. Вăл шутра вĕрентỹ учрежденийĕсем, райпон, уйрăм усламçăсен магазинĕсем, пысăк пĕлтерĕшлĕ организацисем те пур. Унсăр пуçне уйрăм граждансен вăтăр ытла çурчĕпе хваттерĕ. Пульт урлă хăрушлăх сигналĕ çинчен систерекен кнопкăпа çыхăнтарнă организаци-учрежденисем те чылай. Урăхла каласан, талăкĕпе çул çинче пулакан пакунлисен экипажĕн те, пульт умĕнче тимлекенсен те тĕлĕрме вăхăт çук.
Отделени командирĕпе Л. Кондратьевпа кадрсем пирки сăмах пуçарсан çирĕппĕн çеç: "Вĕсем пирĕн шанчăклă, тỹрĕ чунлă, ытларахăшĕ опытлă та",_ терĕ. Ку чăнах та хăйсен сотрудникĕсем умĕнче ырă ятлă пулас тесе каланă сăмах мар. Сăмахран, С. Краснов аслă полицейски 22 çул кăкăрĕ çумĕнчен хăрушлăхран хỹтĕленмелли хатĕре ямасть. Ку тĕлĕшпе А. Филипповпа А. Сорокин аслă полицейскисен, А. Сергеев полици водителĕн те ĕç стажĕ пысăк. Сăмах май каласан, нумай пулмасть çеç район центрĕнчи пĕр магазин умĕнчен велосипед тата пĕрлех апат-çимĕç тултарнă хутаç çухалнине видеосăнав урлă çийĕнчех йĕр çине ỹкекенсем шăпах хурал сотрудникĕсем. Вĕсен служба вăхăтĕнче административлă право йĕркине пăснă тĕслĕхсемпе час-часах тĕл пулма тивет.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)