15 ноября 2014 г.
Ноябрĕн 12-мĕшĕнче районти çар комиссариачĕ умĕнче ирпе-ирех йышлă халăх пуçтарăнчĕ. Ушкăнăн-ушкăнăн тăракансенчен пĕрисем купăспах юрлаççĕ-ташлаççĕ, теприсем пĕр-пĕринпе калаçса тăраççĕ, виççĕмĕшсе
м вара (пулас салтаксен савнийĕсем-тĕр) карта леш еннелле чăтăмсăррăн тинкереççĕ, паян-ыран çар тумне тăхăнакан варлисене телейлĕ çул сунса алă сулса ăсатаççĕ... Тăван çĕр-шыва хỹтĕлеме каякансем хăйсен тивĕçне витĕр кураççĕ туйăнать. Çар комиссариачĕн Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен пай пуçлăхĕ П. Васюков каччăсене икĕ ретпе тỹрĕ тăма пĕрремĕш команда парсанах каччăсем яшт! çеç тирпейленсе тăчĕç. Кăçалхи кĕркуннехи призыв кампанине пуçлакансем вун иккĕн: Юхмапа Пăла тата Шăмăршă тăрăхĕсенчен ултшар яш. Павел Георгиевич çамрăксене кăтартуллă та пултаруллă салтак пулма, çак хисеплĕ ята çỹлте тытма ырă сунчĕ.
_ Хăвăра пур енĕпе те лайăх енчен çеç кăтартсан, çар йĕркине çирĕп пăхăнсан служба вăхăчĕ часах иртĕ. Шăп та лăп çулталăкран эпир сире хул-çурăмран тĕрекленсе, ăс-хакăлтан пуянланса килнине курăпăр, _ терĕ вăл кашни каччăн аллинех ăшшăн чăмăртаса.
Çар йĕрки нумай калаçнине те, куççуль кăларнине те шута илмест. Çар комиссариачĕн пай пуçлăхĕ "пил" панă хыççăнах ачасем кăпăр-капăр хăйсен сумки-хутаçĕсене алла илчĕç те ятарлă автомашинăна кĕрсе ларчĕç. Хăшĕсем кăштах хурланчĕç, теприсем салтака кайма тивĕçлĕ пулнăшăн мăнаçланчĕç курăнать. Кирек мĕнле пулсан та сывлăх тĕлĕшĕнчен тĕреклĕ каччă Конституци умĕнче хăйĕн тивĕçне пурнăçлани чыс та, хисеп те.
Кăçалхи кĕркуннехи призывра çак çар комиссариачĕ умĕнчен 90 çамрăка сĕт çулĕпе кайса çу çулĕпе килме сунĕç.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)