15 ноября 2014 г.
Виç-тăват çул каялла Тинĕс çар флотĕнче тăнă салтаксем хăйсен вăйĕпе Патăрьелĕнче халăхра Арбат ят панă урамăн пĕр кĕтессинче районти моряксене халалласа палăк лартрĕç. Хум çапакан чаплă мăн чул тата карапăн тĕп символне палăртакан тонна яхăнлă якорь ялăн пĕр пайне илем кỹрекен вырăн пулса тăчĕ. Пĕлтĕр Патăрьелĕнчех, кану паркĕнче, чикĕ ху-ралçисем те пограничниксене сумласа тепĕр палăк уçрĕç. Кăçал вара çу варринче çав Арбатрах тĕрлĕ çул Германи территоринче Совет çарĕсен ретĕнче службăра тăнă хастарсем ниме йĕркипех стелла туса хатĕрлерĕç. Ăна чыслăн уçма Раççейĕн нумай регионĕнчен кăна мар, Беларуçьпа Казахстанран та хăнасем килнĕччĕ.
Эпир те, Сывлăш çар ретĕнче тăнă десантниксем, пĕрре кăна мар хамăр çакнашкал паллă çĕклес пирки калаçнă. Шухăш кăçал çирĕпленсе çитрĕ темелле. ВДВ хỹтĕлевçи Илле пророк праçникĕ умĕн эпир хамăрăн общество организацийĕ ячĕпе Патăрьел ял тăрăхне монумент лартма ыйтупа тухрăмăр. Администрацинче ушкăн ĕмĕтне ырласа йышăнчĕç. Кĕçех, июлĕн 31-мĕшĕнче, пире валли Патăрьелĕнчи Ленин проспектĕнчи "Нива" ресторанпа Пенси фончĕ хушшинчи ирĕклĕ вырăна çĕр уйăрни çинчен 80-мĕш номерлĕ йышăну кăларса пачĕç. Паллах ĕнтĕ, эпир администрацинчен нимле кĕмĕл те ыйтмастпăр, проект тăвас, хатĕрлес, вырнаçтарас енĕпе пулакан тăкаксене пĕтĕмпех хамăр çине илетпĕр. Çак вырăнта пирĕн ĕмĕтпе десант çар машини (БМД-1) лармалла. Малашне те ăна пăхса тирпейлесе тăрасси десантниксен тивĕçĕ пулĕ.
Ырă ĕмĕтпе хавхаланса эпир пĕр тăхтаса тăмасăр асăннă лапама тирпее кĕртрĕмĕр, никĕсне хунине пĕлтерме тесе "Мухтав ВДВна! Пирĕнсĕр пуçне никам та" текен сăмахсемлĕ щит çĕклесе хутăмăр. Иленте кунта пухăнса укçа-тенкĕ пуçтарас тата ытти организациллĕ ыйтусене сỹтсе яврăмăр. Нумаях пулмасть вара субботник йĕркелесе пулас монумент тĕлĕнче 28 тĕп туя тĕмĕсене лартса хăвартăмăр. Тур пулăшсан, район центрĕнче çитес çул тепĕр палăк уçатпăрах пулĕ тетпĕр.
Анчах эпир хальхаççăн кăна усал хыпар илтрĕмĕр _ пирĕн вырăна туртса илсе, ял администрацийĕн йышăнăвне пăрахăçласа кунта темле суту-илỹ лавкки тăвасшăн-мĕн. Эпир çакна чĕререн сивлетпĕр. Тавар сутакан пăнчăсем капла та кашни утăмрах.
Десантниксен ушкăнĕн ячĕпе: В. Яковлев, П. Ибетов, С. Хитров, П. Силюков, т. ыт. те.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)