15 ноября 2014 г.
ЧР прокуратури право хуралĕн, патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе пĕрле ноябрĕн 17-мĕшĕнчен тытăнса декабрĕн 17-мĕшĕччен "Вилĕм ăçта сутнине пĕлтер!" акци йĕркелет. Тĕллев _ наркотиксен кăна мар, психоактивлă мĕн пур хутăшăн, çав шутра туртмалли хутăшсен саккунсăр çаврăнăшне пỹлесси.
Акци вăхăтĕнче республика прокуратуринче, ЧР Шалти ĕçсен министерствинче тата Наркотĕрĕслев управленийĕнче шанăç телефонĕсем ĕçлеççĕ, вĕсемпе шăнкăравласа тата электрон почтипе наркотиксемпе ăçта усă курни, ăçта сутни çинчен анонимлă майпа пĕлтерме пулать. Унсăр пуçне ял-хулара çакнашкал пĕлтерỹсене пухмалли ешчĕксем вырнаçтарнă. Калăпăр, Шупашкарта _ "Каскад", "МТВ-Центр" суту-илỹ çурчĕсенче, "Шупашкар" пасар территорийĕнче, ЧР прокуратурин çуртĕнче, хула администрацийĕнче, Юстици çуртĕнче, Тĕп автовокзалта, "Салют" культура керменĕнче, "Ача-пăча тĕнчи" лавкка патĕнчи пĕлтерỹсен хăми çинче. Çакнашкал ешчĕксем ытти çĕрте те пулĕç, граждансем унта яракан пĕлтерỹсене прокуратура ĕçченĕсем илĕç. Мĕн пур пĕлтерĕве регистрацилеççĕ, вĕсем тăрăх тĕрĕслев ирттерессине прокуратура органĕсем сăнаса тăрĕç. Республика прокуратури пурне те пĕрлехи инкеке хирĕç çĕкленме чĕнет. Пирĕн ачасен, тăвансен, çывăх çынсен пурнăçĕпе сывлăхĕ хăрушлăха лекме пултарать-çке _ çакна манас марччĕ.
Наркотик сутакан вырăнсем çинчен анонимлă майпа пĕлтермелли телефон тата электрон почтин адресĕ: 8-937-013-93-41, prokur@capĕru Хĕрỹ лини телефонĕсем: ЧР прокуратури _ 39-20-12, Наркотĕрĕслев _ 23-01-00, ЧР Шалти ĕçсен министерстви _ 24-16-55.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)