АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чавса çывăх та…

15 ноября 2014 г.

Больницăн операци сĕтелĕ çине те хĕрарăм алăри укçа енчĕкĕпех кĕчĕ. Медицина сестри ăна палатăна хăварма ыйтса ỹкĕтлени те витермерĕ курăнать. Алăран яма хăнăхман ĕнтĕ вăл укçана. Халиччен кăкăр умне чиксе çỹренĕ. Операци вăхăтĕнче апла тăваймăн. Шухăша кайнă хĕрарăм çине шеллевлĕн пăхса илнĕ медицина сестри пациентăн аллисене пусма хупăлча тăхăнтартнă хыççăн çеç ыйту татăлчĕ. Йĕрке пăсăлать пулин те врач асăрхамасть ăна. Хĕрарăмăн та шухăшĕ чакать.

Халиччен кунашкаллине миçе çул ĕçлесе те курман медсестра. Çăмăл пушмакĕпе халатне хĕрарăм выртакан палатăна леçме кайсан унпа юнашар сипленекен ытти çынсемпе сăмах пуçармасăр чăтаймарĕ. Коллективлă ял хуçалăх предприятийĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă-мĕн Анна Ивановна. Пенсийĕ пысăках мар. Анчах мăнукĕпе иккĕшне сыпăнса пурăнма çитнĕ. Çуллахи вăхăтра вĕсем ялти çуртра пурăннă. Чăх-чĕп усранă, пахчара çĕр улми, пахча-çимĕç çитĕнтернĕ. Çынпа пĕрле вăхăтĕнче газ кĕртейменрен хĕлле вара общежитин пĕр пỹлĕмне куçнă.

Ытла та тертлĕ пулчĕ çав унăн пурнăçĕ. Пĕве çитсе качча тухса мăшăрĕпе ыр курса пурăнаймарĕ вăл. Анийĕш патне çĕнĕ çурт лартас ĕмĕтпе вăрман кăларма кайнă çывăх çынни киле май таврăннă чухне трактор çинчи пĕренесем ишĕлсе аннăран аяла пулса çĕрĕ кĕнĕ. Çие юлнă хĕрарăм пăятампа пăянам ăшшине туяйман. Унсăр пуçне унта килĕнтешĕ те, авланман ытти ачисем те пулнă. Пур-çук япалисене пуçтарса Анна Ивановна амăшĕн тĕршĕннĕ килне тухса утнă. Çуркуннехи сар хĕвел çутипе çут тĕнчене хĕр пĕрчи килнĕ. Амăшĕпе кукамăшĕ çав тери савăннă çакăншăн. Ватти Анна Ивановнана хăй те пĕчченех пăхса ỹстернĕ-ха. Унăн мăшăрĕ сурансене пула çут тĕнчерен ир уйрăлнă. Мĕнлĕ шăпа кĕтĕ-ши ĕнтĕ çак пĕчĕкскере? Амăшĕ ăна тивĕçлĕ пăхса ỹстерме тăрăшнă. Çакă ачаша та янă. Хĕрĕ шкул саккинченех качча тухнă. Мăшăрĕпе пĕр ача çуратсанах уйрăлнă. Кăкăр ачи чухнех тепĕр арçынпа паллашнă Марина. Хĕр тĕпренчĕкне пĕчĕккĕллех пăрахса хăварса ун патне пурăнма куçнă. Çавăнтанпа мăнукне Анна Ивановна хăй пăхса ỹстернĕ. Аттесĕр-аннесĕр çитĕнекен хĕр ача ваттин сăмахне ир итлеме пăрахнă-çав. Ăна кукамăшĕн пенсийĕ çеç ытларах интереслентернĕ. Шкулти учительсем те ача ирĕке кайнине пĕр хутчен çеç мар асăрхаттарнă. Июнь уйăхĕн вĕçĕнче алла аттестат илнĕ мăнукĕ. Çитнĕ вара пурнăç. Халиччен те сăрана хирĕçлеменскер аслă çулхи арçынсемпе çывăхланнă. Кун пек чухне укçа кирлех. Ăна ăçтан тупмалла. Кукамăшĕ укçа енчĕкне алăран пĕр шит те ямасть. Пур-çук пенсине пĕчĕккĕн çăкăр-сахăр илме упрать. ...Наркозран тухса пыракан хĕрарăм куç умне малтанах мăнукне кăларчĕ. Мĕнле малашлăх кĕтет ăна? Хĕрне телейлĕ тăвас тесе хăй пăхса ỹстерчĕ мар-и-ха тĕпренчĕкне. Йăнăш турĕ иккен. Ача амăшĕн çумĕнчех пулмаллаччĕ. Халь тин чавса çывăх та çыртма çук.

А. КАПИТОНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика