АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ДИРЕКТОРА МАНМАççĕ

15 ноября 2014 г.

 Первомайскинчи вăтам шкулта физика учителĕ тата директор пулнă Г. Бойкова халалласа йăлана кĕнĕ шахмат турнирĕ иртрĕ. Унта вăййа кăмăллакан 19 ăстаçă хутшăнчĕ. Ăмăртăва Первомайскисем çеç мар, кỹршĕллĕ ялсемпе районтан килни те кăмăллă пулчĕ. Шахмат сĕтелĕ хушшинче виçĕ ушкăнпа ăмăртрĕç. Малтанах тупăшăва вĕренекенсем тухрĕç. Кунта Тутар Сăкăтĕнчи Д. Хисамов ăста выляни палăрчĕ. Первомайскинчи В. Шагулов иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Хĕр ачасем те юратаççĕ шахмата. М. Пыркина çĕнтерỹçĕ пулчĕ. Пĕр класра вĕренекен А. Романова иккĕмĕш вырăна йышăнчĕ. Виççĕмĕшĕнче Тутар Сăкăтĕнчи _ Р. Куликова. Аслисем хушшинче малти икĕ вырăна та Комсомольскисем çĕнсе илчĕç. Вырăнти шахматист В. Романов виççĕмĕш вырăнта.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика