19 ноября 2014 г.
ЕЛЧĔК районĕнчи Сăръел тутарĕ Кадир Каюмович Юлдашев çуралнăранпа паян шăп та лăп 110 çул çитрĕ. Хисеплĕ çыннăмăрăн кун-çул шăпи Юхмапа Пăла тăрăхĕпе чылай çыхăннă. Вăл пирĕн районта тĕрлĕ шайра ертỹçĕре тăрăшса ят-сум, хисеп çĕнсе илнĕ: шкул заведующи-йĕнче, райĕçтăвком председатель çу-мĕнче, парти райкомĕнче... Районта тухса тăракан "Авангард" хаçат та унăн шăпипех çыхăннă, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланиччен вăл редакторта тăрăшнă. Вăрçă участникĕ нимĕç фашисчĕсемпе çапăçнă чухне те калемне алăран яман, фронтра та яваплă секретарьте хăйĕн творчествăри пултарулăхне туптанă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)