19 ноября 2014 г.
"АЧАСЕМ тата çемье" акци пынă май район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен правине хỹтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен комисси членĕсем иртнĕ эрнере умлă-хыçлă икĕ кун Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан ăнăçсăр çемьесенче пулнă, ашшĕ-амăшĕ хăйсен тивĕçне мĕнле пурнăçланипе кăсăкланнă. Рейд вăхăтĕнче Çĕньял, Нăрваш Шăхаль, Туçа ял тăрăхĕсенче пурăнакан вун пĕр çул çитмен ача мĕнлерех условисенче пурăннипе кăсăкланнă. Çул çитмен ачасен правине хỹтĕлекен комисси секретарĕ Мария Кошкина ертсе пыракан ушкăн хăйсен пепкине воспитани парас ĕçре тивĕçне кирлĕ пек пурнăçласа пыман, эрех-сăрапа уйрăмах киленме юратакан ашшĕ-амăшĕпе куçа-куçăн курнăçса профилактика калаçăвĕ ирттернĕ, айăпа тивĕçлисен ячĕпе вара протоколсем çырмах тивнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)