19 ноября 2014 г.
(М. Долгов çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа) Вăхăтĕнче пирĕн районти "Гвардеец" колхоз çинчен республикăра та илтмен çын сахал пулнă-тăр. 40-80-мĕш çулсенче вăл пушшех те ыттисемшĕн ырă тĕслĕх шутланнă. Хуçалăхăн ят-сумĕ, чапĕ унăн ертỹçин _ Михаил Герасимович Долговăн ячĕпе тỹрремĕнех çыхăннине пĕр иккĕленмесĕр çирĕплетме пулать. Вăл ăна председатель пулса 21 çул (1947-1968 çулсенче) ертсе пынă. Хăй мĕн çĕре кĕричченех, 1985 çулччен М. Г. Долгов Ленин орденлĕ "Гвардеец" колхозăн хисеплĕ председателĕ пулнă. Апла пулсан ку хуçалăх 40 çула яхăн вăл ертсе пынипе, унăн вĕрентĕвĕпе аталаннă, паянхи кун та тăван ялĕнчи "Звезда" кооператив хастар çĕр ĕçченĕн халалĕсене тĕпе хурса ĕçлесе пырать те.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)