АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иксĕлми çĕр çынни

19 ноября 2014 г.

 Пысăк эффективлă ял хуçалăх предприятийĕ пулнине хăш-пĕр кăтартусемпе те çирĕплетсе пама пулать. Тĕш-тырă тухăçне кĕлет виçипе кашни гектартан 25 центнертан кая нихăçан та илмен вĕсем. Çавна май республикăра çеç мар, Раççейре те палăрнă. Çĕр улмипе пахча çимĕçе те гектартан 200 тата 155 центнершар пухса кĕртнĕ. Çĕр ĕç культури пысăк пулнăранах кукурузăн симĕс массине гектар пуçне 800 центнер ытла та илнĕ. Хуçалăх аш-какай тата сĕт сутмалли районăн мĕн пур планĕсене 18-20 процент таран хăй пурнăçлама пултарнă. Пахча-çимĕçпе _ çурри "Гвардеецсем" тултарнă. Хуçалăха тĕллевлĕ ертсе пыни, ĕçе наука ыйтнă пек йĕркелени, хуçалăх расчетне тата кирлĕ технологие ĕçе кĕртни пысăк рентебеллĕ пулма май панă. "Гвардеец" колхоз районти, республикăри хуçалăхсемшĕн кадрсен лаççи пулнă",_ терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов. Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне, Ленин орденне, ВДНХан 4 ылтăн, пĕр кĕмĕл, пĕр пăхăр медалĕсене илме тивĕçнĕ Михаил Герасимович ертсе пынă тапхăрта. 1932 çулта Михаил Долгов районти профсовет председателĕнче, тепĕр çулах Шăхачри промкомбинатра парторганизаци секретарĕнче ĕçленĕ. 1934 çулта вара ăна тăван колхоз ĕçченĕсем хăйсем патне каялла чĕнеççĕ, председателе суйлаççĕ. Земство шкулĕпе чирку прихут шкулĕнче пуçламăш пĕлỹ çеç илнĕ председатель тăрăшнипе тĕш тырă тухăçĕ 6 центнертан 22 центнера çитнĕ. Михаил Герасимовичăн пĕр ал çырăвне илсе пăхар-ха. "1934 çулта 3 гектар çинче пахча-çимĕç лартса ỹстерме шут тытрăмăр. Унта купăста, помидор калчисем лартса ỹстереттĕмĕр. Хăяр, кишĕр акрăмăр. Ăнса пулчĕç çимĕçсем. Вĕсене колхозниксене валеçсе патăмăр. Анчах помидора никам та çиесшĕн пулмарĕç. Вăл мĕн иккенне те пĕлмен çынсем. Çыртса пăхатчĕç те сурса пăрахатчĕç. Çиме вĕрентетĕпех тесе тепĕр çул каллех лартса ỹстертĕмĕр. Кайран çынсем хăйсемех ыйтма пуçларĕç". Çут çанталăк ăна чăнах та тĕлĕнмелле иксĕлми çĕр çынни талантне парнеленĕ. Пуçламăш пĕлỹ çеç илнĕ чăваш ывăлĕ республикăри, çĕр шыври паллă ученăйсемпе, академиксемпе пĕр тан калаçнă. 1938-1941 çулсенче (фронта тухса кайиччен) М. Г. Долгов Патăрьел райĕçтăвкомĕн суту-илỹ пайĕн пуçлăхĕ, роспотребсоюз председателĕ, Комсомольски райпромкомбинат управляющийĕ пулса ĕçленĕ. 1947 çулта кăрлачра вăл тăван ялне таврăнать. Тепĕр темиçе кунтанах ăна колхоз пичетне, штампне тыттараççĕ. Çав кунтан пуçласа вăл 21 çул пĕр улшăнмасăр колхоза ертсе пырать. 1959 çулта "Звезда" çумне кỹршĕри 4 колхоз (7 ял хушăнаççĕ). Колхоз темиçе çултанах республикăра малта пыракан опыта вĕренмелли кăтартуллă сăнав хуçалăхĕ пулса тăрать. Вăрçă хыççăн хуçалăха ура çине тăратма пĕртте çăмăл пулман. Кĕрнеклĕ те сывлăхлă 116 арçын яла таврăнайман-çке. Маларах витере 200 лаша пулнă. Вĕсене те вăрçă хирне ăсатнă. Хавшанă 18 утпа тата 22 вăкăрпа ака-суха тумалла. 1946 çулхи çу типĕ килнĕ. Хуçалăх енчĕкне те кĕмĕл кĕреймен. Колхозниксен çемйисем те выççа юлнă. 1947 çулта колхозниксем уй хĕррисене хỹтĕлекен йывăçсем лартма пикеннĕ. Виçĕ çулта вĕсен тăршшĕ 10 çухрăма çитнĕ, пĕтĕмĕшле 29 гектар йышăннă. 5-6 метр ỹснĕ йывăçсем хăйсен уссине кăтартнă та. Н. Платонов бригадинчи 5 гектар çинчи вир кашнийĕшĕнчен 50,7 центнер тухăç панă. Çав çулсенчех хуçалăхра Пăла юхан шывĕ хĕррине улма йывăççин сачĕн никĕсне хунă. Районта электрификаци "пионерĕсем" те Анат Туçасемех пулнă. Çутă хута кайсан выльăх-чĕрлĕхсем патне те шыв пăрăхпа пынă. "Ыран Анат Туçана экскурсие кайăпăр, электростанцине кĕрсе курăпăр", _ терĕ пире, саккăрмĕш класра вĕренекенсене, физика учителĕ, _ çакăн пек çырнăччĕ пĕринче хăйĕн аса илĕ-вĕнче РСФСР çутĕç отличникĕ, Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ĕçпе вăрçă ветеранĕ Г. Мулюков. "Мĕн вăл электростанци?"_ ыйтнă ачасем. Тăватă çухрăмлă кỹршĕллĕ яла çуран тухса утнă вĕренекенсем. Электростанци валли çырма хĕррине пысăках мар вĕр çĕнĕ çурт туса лартнă. С. Торговцев механик ачасене двигательпе паллаштарнă, ĕçлеттерсе кăтартнă. Ун чухне çак ялта пурăнакансене ăмсаннах. 1947 çулта пысăк тухăçлă тыр- пул çитĕнтернĕшĕн И. Перепелкин бригадира "Социализмла Ĕç Геройĕ" ят панă. 4 çынна Ленин орденĕпе, 9 çынна (çав шутра М. Долгова та) Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă. Тĕп ĕçпе пĕрлех вăл тавралăха илем кỹрес, социаллă пурнăç ыйтăвĕсене те тĕпе хунă. Уй-хиртен кĕрекен, выльăх-чĕрлĕхрен илекен продукцисене ỹстерни хуçалăха 1953 çулта миллионер колхоз пулма май панă. Кỹршĕсем те çакăнтан тĕлĕннĕ. "Гвардеец" республикăри чи пысăк хуçалăхсенчен пĕри пулнă. 7227 гектар çĕре пĕрлештерсе тăнă вăл. Ахальтен мар Михаил Герасимович час-часах çапла шỹтленĕ: "Сан-Марино çĕр-шывĕнчен те (6000 гектар) пысăкрах эпир". Хуçалăхра республикăра пуçласа (1960 çулта) сухан, сухан вăрлăхĕ, севок, выльăх кăшманĕпе кишĕре пысăк лаптăкпа çитĕнтерме тытăннă. Çакă колхозниксен ĕç укçине ỹстерме май панă. 1953 çулта хуçалăх пуçласа алăпа 3 гектар кукуруза акнă. Тепĕр çул "уй пикине" 27 гектара çитернĕ. Суккăрла ĕçлемен колхозниксем. Хĕл каçипе М. Долговпа специалистсем занятисенче лекцисем вуланă. Тăрăшни сая кайман. Технологине пăхăнса ĕçлени кукуруза тухăçне ỹстерме май панă. Республикăри Министрсен Совечĕ "Гвардееца" кăтартуллă сăнав хуçалăхĕ туса хунă. Çавна май 60-70-мĕш çулсенче хуçалăх председателĕсене, специалисчĕсене çакăнта çĕр ĕç культурине аталантарассине, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине хăнăхтарнă. 1966 çулта М. Г. Долгова "Социализмла Ĕç Геройĕ" ят панă, Ленин орденĕпе (иккĕмĕш хут), "Ылтăн Çăлтăр" медальпе наградăланă. "Çак ылтăн медаль пилĕк кĕтесрен тăрать. Виççĕшĕ манăн пулсан та икĕ кĕтесĕ _ санăн, санăн тивлетỹ",_ тенĕ вăл сăпайлăн юратнă мăшăрне. Ачисене те чăтăмлă, тỹрĕ кăмăллă, сăпайлă пулма вĕрентнĕ Долговсем. Йывăрлăхшăн нихăшĕ те ỹпкелешмен. Тĕрĕслĕхе куçран калама хăнăхтарнă. Çăхав çыракансене сивленĕ вĕсем. Михаил Герасимович Анна Михайловнапа виçĕ ача çуратса ỹстернĕ. Нинелла Михайловна Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухсан агрономра ĕçленĕ. Маргарита Михайловна та çак аслă шкултах вĕренсе зоотехник дипломне илнĕ. Мариэтта Михайловна вара Хусанти медицина институтне çул тытнă. Хăйсен тăрăшулăхĕпе кашнийĕ ĕçĕсенче ырă ят тивĕçнĕ. Долговсен ултă мăнук ỹснĕ. 1957 çулта Михаил Герасимовича "Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ агрономĕ" хисеплĕ ят панă. 1964 çулта унăн ятне Чăваш Республикин Ĕç мухтавĕпе паттăрлăхĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. 1968 çулта М. Долгова "Ленин орденлĕ "Гвардеец" колхозăн хисеплĕ председателĕ" ят панă. "Ĕç ветеранĕ" медаль те пур унăн. Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн членне, Туçа ял совечĕн депутатне, Чăваш облпотребсоюзăн совечĕн членне темиçе хут та суйланă хисеплĕ ентешĕмĕре. Михаил Герасимовича пула, вăл ăслă-тăнлă ертсе пынине кура кунти специалистсем ỹсĕм картлашкипе малалла хăпарнă. А. Ефимов агроном МТС директорне çитнĕ. В. Дубинин нумай çул "Сортсемовощ" пĕрлешỹне ертсе пынă. В. Шадриков ял хуçалăх министрĕнче ĕçленĕ. В. Никитин зоотехник КПСС Па-тăрьел райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă. Чỹк ỹйăхĕн 13-мĕшĕнче пирĕн юратнă та хисеплĕ ентешĕмĕр çуралнăранпа 110 çул тултармаллаччĕ. Вăл 81 çула кайса, 1985 çулхи декабрьте, пурнăçран уйрăлчĕ. Наградисемпе парнисенчен чи сумли те хисепли, паллах, халăх унăн ырми-канми ĕçне хакласа вырăна хуни, паян кунчченех унăн хавхаланăвĕпе, вăл хăварнă ырă канаш-сĕнỹпе хальхи хуçасем те кăмăлтан усă курни. Вăл пирĕншĕн, пулас ăрушăн та, яланах чĕрĕ палăк вырăнĕнче пулĕ. Михаил Герасимович ĕçне 1968-1973 çулсенче В. Никитин, 1973-1985 çулсенче Г. Мулюков, 1985-1997 çулсенче И. Арланов, 1991-2001 çулсенче В. Платонов малалла тăснă. "Звезда" хуçалăх тилхепине 2001 çултанпа вара В. Кузнецов тытса пырать. Паян та районти, республикăри тĕреклĕ хуçалăхсенчен пĕри _ Анат Туçари "Звезда" кооператив (ỹкерчĕкре В. Кузнецов ертỹçĕ). Кунти ĕçченсем халĕ ытларах выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе тимлеççĕ. Витесенче вĕсен йышĕ 420 пуç. Вĕсенчен сăваканни _ 160 ĕне. Кăçалхи вунă уйăхра кашнийĕшĕнчен 4630 килограмм сĕт сума пултарнă. Апат-çимĕç продуктне 741 тонна илнĕ. Çакă иртнĕ çулхи 10 уйăхринчен 3,2 процент ытларах. Тĕп кĕтĕве çулленех çĕнетсе пыраççĕ. Кăçал та 45 пушмак пăрăва пăрлаттарнă. Хальлĕхе 100 ĕне пуçне 77 пăру илнĕ. Палăртнă тĕллевсем пурнăçланаççех. Çулталăк вĕçленичченхи юлашки уйăхпа кунсенче тата та йыш хушăнмалла. Çавна май кашни ĕнерен сĕт сăвассипе те пилĕк пинлĕ чикĕрен каçаççех кунти ĕçченсем. Пăрлаттаракан уйрăм хăйне пур. Унта Л. Киргизовапа И. Плешкова ĕçлеççĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика