АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Никĕс çирĕп пулнăран

19 ноября 2014 г.

Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх патĕнче кадрсем çителĕклĕ пулни савăнтарать. А. Крысова, Р. Мясникова, В. Нурсова дояркăсем хăйсен ĕçĕнче чăн ăста. Д. Перепелкина вĕсене кану кунĕсенче улăштарать. Апат хатĕрленĕ çĕрте вара В. Нурсов, В. Крысов, А. Киргизов тăрăшаççĕ. Районти чылай хуçалăхсенче сысна фермисене пĕтерчĕç. Ку кооперативра сыснасен йышне чакарасшăн мар-ха. Кăçал тата çĕнĕ çамрăк амасене пĕтĕлентерсе вĕсенчен çура илессипе тимлеççĕ. Кунта Л. Крысова тăрăшуллă. Самăртакан сыснасен талăкри ỹт хушаслăхĕ те савăнтарать. Çамрăк выльăх ỹсни кăмăллă. Г. Мясниковапа Н. Плешкова пăхакан 6 уйăхсенчи пăрусем те талăкра 750-шар грамм ỹт хушса пыраççĕ. Вĕсенчен кайнă выльăхсене Н. Мясниковапа А. Заплаткина йышăнаççĕ. Хушма кадр та пур фермăра. Н. Перепелкина кирек кам вырăнĕнче те вăр-вар ĕçлеме пултарать. Выльăх-чĕрлĕхрен продукци илесси апат çителĕклĕ те паха хатĕрленинчен нумай килет. Уй-хир отраслĕнче тăрăшакансенчен ытларах механизаторсене палăртмалла. Ку ĕçре Т-150 тракторсемпе Н. Клементьевпа Ю. Батманов вăй хураççĕ. Тырпул никĕсне хывас, пухса кĕртес, утă-улăм хатĕрлес ĕçсенче Г. Кузнецов, Д. Нурсов, А. Киргизов, Бориспа Павел Крысовсен тỹпи пысăк. С. Астраханцев водителĕн автомашини яланах юсавлă. Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те çула тухма пултарать Сергей Васильевич. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем хуçалăхра 534 гектар йышăнаççĕ. Тĕш тырăсене кăçал та кашни гектартан 28 центнер пухса кĕртме пултарнă. Кĕрхисем савăнтараççĕ. Юлашки çулсенче çу каçипех çумăр çуманни кĕтнĕ тухăçа илме чăрмантаратех паллах. Çавах пуçа усмаççĕ. Иртнĕ ĕмĕрпе танлаштарсан чылай улшăнусем пулнă хуçалăхра. Уй-хирти, выльăх-чĕрлĕх патĕнчи ĕçсене те механизациленĕ. Михаил Герасимович вăхăтĕнчи пек çурла, çава йăтса хире тухакан çук. Комбайн штурвалĕ умне те аслă пĕлỹ илнĕ, галстук çыхнă çынах кĕрсе ларма пултарать. Ку çапла кирлĕ те. Çавăнпа техникăна çĕнетсе тăма та май тупаççĕ "Звезда" кооперативра. "Мана çавнашкал харсăр, ĕçе чунтан парăннă, çĕнĕлĕхе вĕренсе вырăнта усă курнă, тăрăшуллă, çынсенчен çирĕп ыйтма пултаракан ертỹçĕпе _ Михаил Герасимович Долговпа _ тỹрремĕнех ĕçлеме тỹр килмен. Çавах кỹршĕсенчен вĕренсе ăша хывмалли сахал мар пулнă. Вăрçă хирĕнче те пилĕк медале тивĕçнĕскерĕн, ĕçри çирĕплĕхĕ савăнтарать. Йĕрке пур çĕрте çитĕнỹ пулатех. Акă мĕне мала хума тăрăшатпăр эпир те",_ тет Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Красное Знамя" ял хуçалăх кооперативĕн председателĕ П. Никифоров. Апла пулсан, Михаил Герасимович Долговăн тăрăшуллă ĕçĕ сая кайман. Унăн сĕнĕвĕсем халĕ те çутă маяк евĕр çутатса тăракан çăлтăр вырăнĕнчех.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика