АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕлĕхсем кĕртсех тăраççĕ

19 ноября 2014 г.

Кăçалхи юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче Раççей Федерацин ĕç тăвакан влаçăн чи аслă органĕ "Транспортсемпе усă курма ирĕк парасси" çĕнĕ Йышăну кăларчĕ. Унта çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ. Хаçат вулакансене вĕсемпе паллаштарас тĕллевпе "Батыревский" шалти ĕçсен пайĕн регистраци тата экзамен уйрăм ертỹçипе, полици майорĕпе А. М. Кошкинпа, тĕл пулса калаçрăмăр. Анатолий Михайлович шалти ĕçсен пайĕнче 1993 çултанпа вăй хурать. Шкул пĕтернĕ хыççăн Узбекистанра службăра тăнă. Ун хыççăн çамрăк каччă Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнче вĕренсе инженер-механик дипломне илсе тăван ялне, Кивĕ Ахпỹрте таврăнать. Вăл вăхăтри районти чи пысăк "Гвардеец" колхозра механик пулса ĕçлет. 1993 çултанпа Патăрьелĕнчи ГАИн КПМ ертỹçи, РОВДăн штаб инспекторĕнче тăрăшнă. 2001 çултанпа шалти ĕçсен министерствин "Батыревский" уйрăмĕн регистраци тата экзамен пай пуçлăхĕ пулса ĕçлет. _ Анатолий Михайлович, сирĕн пай еплерех ĕçсем пурнăçлани çинчен каласа памăр-ши? _ Шалти ĕçсен министерствин "Батыревский" регистраципе экзамен йышăнакан пай автотранспортсене учета илсе регистрацилес тата водителе вĕренекенсене экзамен тыттарса удостоверени парас ĕçсене пурнăçлать. _ Эсир çак ĕçсене миçен пурнăçлатăр? _ Мансăр пуçне пайра 4 полици офицерĕ тата виçĕ гражданла инспекторсем ĕçлеççĕ. Ĕçтешсен ĕç опычĕсем пысăк. Кашнийĕшĕ хăйĕн тивĕçне кирлĕ пек пурнăçласа пырать. РЭО ГИБДДна водителе ха-тĕрлекен Шăмăршă, Ел-чĕк, Патăрьел тата Комсомольски районĕсенчи 10 вĕренỹ организаци пăхăнса тăрать. Вĕсен тĕп тĕллевĕ _ çынсене водителе вĕрентесси. Эпир вара курсантсенчен экзамен йышăнса документ паратпăр. Кăçалхи вунă уйăхра 1818 курсанта хатĕрленĕ. Унсăр пуçне ытти районсенчен тĕрлĕ категориллĕ водитель правине илес текенсене пурĕ 7534 çынна экзамен тыттарнă. _ Райцентрта водителе вĕрентекен машинăсем тăтăшах çỹренине пурте кураççĕ ĕнтĕ. Руль умĕнче чылай чухне хĕр арăмсем ларни курăнать. Кун пирки мĕн каланă пулăттăрччĕ? _ Çак хушăра пирĕн районта пĕрремĕш хут 1521 çын права илнĕ, вĕсенчен 70 процентчĕ хĕр арăмсем. Вĕсем ытларах "В" категорине вĕренеççĕ çапах та пурте машинăпа çỹремеççĕ. Хăшĕсен машини çук, теприсен интерес пĕтни курăнать. _ Раççей Правительстви çĕнĕ Саккун йышăнчĕ, мĕнле уйрăмлăхсем кĕртнĕ? _ Çĕнĕлĕхпе хальлĕхе ĕçлеме тытăнман-ха эпир, унчченхи пекех ĕçлетпĕр. Пĕчĕккĕн куçса пыратпăр ĕнтĕ. Унччен водитель правине Чăваш Республикинче пропискăра тăракан çын анчах илме пултарнă пулсан, çĕнĕ саккунпа вара тĕрлĕ хуларан е регионтан килнĕ çын та экзамен тытма пултарать. Халиччен экзамен панă чухне 3 элементлă упражненисем пурнăçламалла пулнă пулсан, малашне 6 упражнени тумалла. Экзамена иккĕмĕш хут тытас вăхăчĕ те ылмашнă. Вĕсен хушши 7 кун пулнă пулсан, виçĕ хут тытнă хыççăн 4-мĕшне халĕ _ 30 кун иртсен анчах курсант тепĕр хут экзамен тытма ирĕк илĕ. Правасен категорийĕсен шутне те ỹстернĕ _ 16 категори. Вĕсен хушшинче "М" категорине те кĕртнĕ. Вăл ĕнтĕ скутер тата мопедсемпе ярăнма ирĕк илесси. _ Вĕреннĕшĕн хак ỹсет тенине калаçаççĕ, чылай ỹсет-ши? _ Халăх çакна илтсе пуль кăçал, пĕлтĕрхи ку вăхăтрипе танлаштарсан, 132 çын ытларах вĕренсе тухнă. Кашни çулах праваллă пулас текенсен йышĕ ỹссех пырать. Хакне ытлашши ỹстермеççĕ, хальхи хакран кăшт хăпарать ĕнтĕ. _ Анатолий Михайлович, экзамен йышăннисĕр пуçне сирĕн пай транспортсене регистрацилес ĕçе те пурнăçлать. Вăл ĕç еплерех пурнăçланса пырать? _ Çапла, эпир граждансем транспорт илнĕ е сутнă чухне регистрацилесе учета тăрататпăр е кăларатпăр. Кунта та иртнĕ çул çĕнĕлĕх кĕртрĕç. Çак программăпа транспорта сутса илнĕ чухне хуçаран тепĕр хуçа çине учетран кăлармасăрах тỹрех теприн çине куçарма юрать. Ку, паллах, ĕçе хăвăртлатать. _ Унчченсенче çак ĕçсене тунă чухне сирĕн патăрта черет питĕ пысăкчĕ, халь курăнмасть. Машина сутакансемпе туянакансен йышĕ чакнă е урăх сăлтав пур? _ Ун сăлтавĕ çакăнта. Халĕ электронлă саманара эпир те патшалăх пулăшăвĕ паратпăр, çав программăпа ĕçлетпĕр. Автомат урлă электронлă черет йĕркеленет, килнĕ çын унта хăйĕн даннăйĕсене кĕртет те эпир ăна часах учета илетпĕр, 10-15 минут хушшинче кирлĕ хут хатĕрлесе паратпăр. Кунне 40-45 çынна йышăнатпăр. _ Калаçушăн тавтапуç. Сире тата сирĕн коллектива ĕçре ăнăçу сунатпăр. Н. ВАЗЮКОВА калаçнă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика