22 ноября 2014 г.
ПỸРТЕ кĕрсен мĕн сас лайăх? Ача-пăча сасси лайăх. Çапла мар-и-ха? Анчах çакна кашни çемьерех пĕлтерĕшлĕ вырăна хумаççĕ. Çак кунсенче районта "Ачасем тата çемье" акци пынă май, район администраци çумĕнчи çул çитмен ачасен правине хỹтĕлес енĕпе тимлекен комисси, ытти яваплă органсен представите-лĕсем чылай ял тăрăхне çитсе уйрăм тимлĕхре тăракан çемьесенче ашшĕ-амăшĕн явапсăрлăхне пула нуша куракан ачасен пурнăçне тĕпченĕ. Лайăххипе юнашарах япăххи ытларах пулни пурне те пăшăрхантарнă. Хăш-пĕр килти тирпейсĕрлĕхре такăнса ỹкме пулать, ачисем валли вĕри апат та, ытти çимĕç те çук. Çав вăхăтрах ашшĕпе амăшĕ ĕçкĕпе киленеççĕ, ирĕклĕ пурнăçпа реххетленеççĕ... Шăпах çакнашкал çемьесенче инкек-синкек, пушар тухас хăрушлăх пысăк та. Кăçал çеç пирĕн районти пулнă пушарсенчен виççĕшĕн сăлтавĕ _ шăпăрлансем шăрпăкпа ашкăнни. Çут тĕнчене килнĕ кашни пепке телейлĕ пултăр, вăл пире савăнтартăр тесен чăн малтан аслисен хăйсен тивĕçне кирлĕ пек пурнăçламалла.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)