22 ноября 2014 г.
Ку чухне пурнăç таппипе тан утса пырас тесен, чăн малтанах социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне витĕм кỹрекен çĕнĕлĕхсене ăнкарса, шĕкĕлчесех пымалла. Унсăрăн ырă улшăну пуласса кĕтме хĕн. Республикăра иртнĕ черетлĕ информаци кунĕнчи тĕп ыйтусенчен пĕри шăпах хамăр ĕçре нумай пулмасть çеç усă курма пуçланă патшалăх политикине пурнăçа кĕртессипе çыхăннă.
Ку вăл республика территорийĕнче пурăнакан граждансене тỹлевсĕр юридика пулăшăвĕ, нумай функциллĕ центрсем урлă çынсене (МФЦ тетпĕр ĕнтĕ) патшалăх тата муниципаллă çăмăллăхсем парассипе çы-хăннă. Çавăнпа та Чăваш Республикин финанс министрĕн çумĕ В. Иванов ертсе пыракан информаци ушкăнĕ чăн малтанах район администраци çуртĕнче вырнаçнă МФЦ ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Унăн ертỹçи В. Медведев центр район халăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлине палăртрĕ. Хальлĕхе кунта çынсен ыйтăвне тивĕçтерме виçĕ "чỹрече" ĕçлет. Центр старт илнĕ хыççăн 3640 гражданин тĕрлĕрен ыйтупа вĕсем патне тухнă, 2780-шĕ вара вĕсен çăмăллăхĕпе усă курнă. Вĕсенчен пĕри _ патшалăх çăмăллăхĕсем паракан порталта регистрацилени. Çынсем çак "чỹрече" урлах паспорт улăштарма та, коммуналлă ытти тỹлевсене пурнăçлама та, пурăнмалли çурт-йĕршĕн субсиди тума тата ыттине те пултараççĕ. Ниçта каймасăрах, пĕр вырăнтах темиçе ыйтăва татса пани меллĕ те, ансат та. Информаци кунне кĕртнĕ ыйтусем ачасене право ыйтăвĕсемпе пулăшассипе те çыхăннăран халăхпа тĕл пулакан ятарлă ушкăн Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти педагогсемпе курнăçрĕ. Пирĕн обществăра элита шутланакан хисеплĕ учителĕмĕрсемпе информушкăн хушшинче чăнласах та чĕрĕ калаçу çурални, вĕсем кун йĕркинчи ыйтусене çеç мар, пурнăçри çитменлĕхсемпе йывăрлăхсене çивĕчлетни вĕрентекенсем пысăк вăй, халăхăн ăнлануллă пайĕ пулнине тепĕр хутчен çирĕплетрĕ. Малтанах пухăннисем умĕнче ЧР финанс министрĕн çумĕ В. Иванов республика аталанăвĕпе, çĕнĕ бюджет шăнăрĕпе паллаштарчĕ. Республикăри гуманитари институчĕн директорĕ Ю. Исаев граждансене паракан тỹлевсĕр консультаци, вĕренекенсене право тĕлĕшĕнчен хỹтĕлемелли йĕркесем пирки чылай чарăнса тăчĕ. Çулталăк пуçланнăранпа пирĕн республикăра право ыйтăвĕсемпе ĕçлекенсем 1,5 пин çынна тỹлевсĕр йышăннă. Ку тĕлĕшпе 228 адвокат пирĕн пăшăрханусене кирек хăш вăхăтра та йышăнма хатĕр. Вĕсен ĕçне хаклама вара республика хыснинченех кĕмĕл каять. Кăçалхи тăхăр уйăхра çак тĕллевпе пĕр миллион та 400 пин тенкĕ укçа расхутланнă. Информаци кунне кĕрт-нĕ ыйтусенчен пĕри пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннăран, районти пушар надзорĕн начальникĕ В. Яковлев вут-кăварпа пулакан инкексем пирки чарăнса тăчĕ. Вĕсен 38 проценчĕ хамăр асăрханусăрлăхпа пулни пурне те пăшăрхантармалла. Ку таранччен районта 31 пушар алхаснă, вĕсенче тăватă çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Вăл шутра иккĕшĕ _ çул çитмен ачасем. Информаци кунне ра-йон администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан В. Краснов хутшăнчĕ, район пурнăçĕпе, аталанăвĕпе паллаштарчĕ. Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ А. Моисеев педагогсем хускатнă чылай ыйтăва хуравларĕ. Патăрьелсене уйрăм ытти ыйтусем те пăшăрхатрачĕç: Калинин урамĕнче çул, ял вĕçĕнчи Советсен урамĕнче ача-пăча площадкине тăвасси, урамра çỹрекен çапкаланчăк йытăсене пĕтересси тата ытти те. Ял пуçлăхĕ вĕсем çине тивĕçлĕ хуравсем пачĕ. Кун йĕркинчи ыйтусене информушкăн тепĕр шкул коллективĕпе _ Нăрваш Шăхальсемпе те сỹтсе яврĕ, педагогсене пăшăрхантаракан ыйтусене хуравларĕ.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)