АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Т.Л ПУЛУРА =УРАЛНЁ ЫЙТУСЕМ

22 ноября 2014 г.

 Юлашки вăхăтра Республикăри районсенче кашни уйăхра информаци кунĕсем ирттересси йăлана кĕчĕ. Патшалăх влаç органĕсемпе вырăнти халăх куçа-куçăн курнăçса калаçни, кулленхи пурнăçра пăшăрхантаракан ыйтусене хускатни вара кирлех. Ку вăл пирĕн малашлăхпа та, пурнăç условийĕсене лайхлатассипе те çыхăннă. Паян эпир хаçат вулакансене иртнĕ информаци кунĕнче çуралнă хăш-пĕр шухăшсемпе паллаштаратпăр. Ыйтусене информушкăн членĕ, республикăри гуманитари институчĕн ертỹçи Ю. Исаев хуравлать.

Ыйту: юлашки вăхăтра эрех-сăрапа иртĕхекенсем, алкоголизм енне сулăннă çынсем йышланни сисĕнет. Фунфуриксене суту-илỹрен илмелли пирки саккун тухнă пулин те, хаяр шĕвеке вăрттăн-хĕрттĕн те сутаççĕ...

Хурав: шел пулин те, паян хуйха та, савăнăçа та эпир çав хаяр эрехпе пайлама хăнăхнă. Уйрăм çынсен "чирĕсемпе" кĕрешесси патшалăх ĕçĕ çеç мар тесе шутлатăп. Эпир пурăнакан общество лайăх аталантăр тесен чăн малтанах çак ыйтупа вырăнсенче лайăх ĕçлемелле. Кун валли вара вăй çителĕклех, тĕрлĕрен обществăлла организацисем те, депутатсемпе ытти хастарсем пур. Пĕчĕк кĕленчесенче тĕрлĕ йышши шĕвек сутакансене вара тытмалла, кирлĕ пек айăпламалла.

Ыйту: Татмăш ялĕнчен Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкула автобуспа çỹрекен ачасене эпир техникăна çаврăнма çул сарлакăшĕ çитменрен, маршрут вĕçне мар, кỹлĕ хĕррине çеç антарса хăваратпăр. Ачасем икĕ çухрăм ытла çуран утаççĕ. Çил-тăманлă, тĕттĕм каçсенче вĕсене яла çитме пушшех чăрмав, хăрушă...

Хурав: кун пирки эпĕ акă мĕн сĕннĕ пулăттăм. Çак ыйтăва влаç органĕсем умĕнче çеç хускатни çителĕксĕр. Чăн малтанах хăвăрăн пуху ирттерсе йышăну кăлармалла, ыйтупа çак округа кĕрекен депутатсем, ял тăрăх пуçлăхĕ патне тухмалла, вĕсем вара хăйсен шайĕнче ыйтăва çỹлелле çĕклеççĕ. Çакнашкал меслетпе ĕçлесен çеç сирĕн чун пăшăрханăвне кирлĕ çынсем илтме пултараççĕ. Ку ыйту тỹрех татăлманни те паллă, малтан бюджета укçине хывса хăвармалла, ун хыççăн çеç "пăр" тапранма пултарать.

Ыйту: Республика историне илес пулсан, Патăрьел районĕ пирки ыттисемпе танлаштарсан, питĕ сахал çырнă пек туйăнать...

Хурав: ку ыйту та тĕрĕс. Сирĕн пăшăрханăва хам çине илетĕп. Малашне тăван Нăрваш Шăхаль ял историйĕпе пĕрлех Юхмапа Пăла тăрăхĕн кун-çулне те тĕпчĕпĕр.

А. НИКОЛАЕВА çырса илнĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика