АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ШАНЧĂКЛĂ ВОДИТЕЛЬ

22 ноября 2014 г.

 "Тула тухсан _ тул курăнать, çула тухсан çын курăнать", _ тенĕ ĕлĕк авалах. Чăнахах та çапла пуль ĕнтĕ. Пĕр пасар кунхине "Патăрьел-Ишлĕ" маршрутпа çỹрекен автобуспа килме тиврĕ. Автобус водителĕ вăтам çулсенчи арçын пассажирсемпе питĕ сăпайлăн калаçса, кам ăçта юлакансене ăшшăн ырă сунса антарса хăварать. Ларакансене лартса, ура çинче ан тăрăр, пушă вырăнсем пур, унта ларăр тесе сĕнỹ парать. Эпĕ çак ырă кăмăллă водителе тимлесе пынăскер, тỹсеймерĕм, унпа сăмах пуçартăм: _ Мĕн ятлă-ха эсир тата автобуспа миçе çул ĕçлетĕр? _ тесе кăсăклантăм. _ Мана Валера Дюкин тесе чĕнеççĕ. Водитель пулса 25 çула яхăн ĕçлетĕп, _ терĕ çул çинчи тимлĕхе çухатмасăр. _ Пире юлашки вăхăтра çул çỹренсемпе уйрăмах тимлĕ пулмалли çинчен асăрхаттарсах тăраççĕ. Хальхи вăхăтра ытларах ватăсем çула тухаççĕ. Вĕсен хăйсем çỹремесен урăх никам та çук пулас. Еплерех пулсан та вĕсен район центрне çитсе килмеллех. Пирĕн калаçăва илтсе автобусра ларса пыракансем те хутшăнчĕç. _ Эпир Валера Дюкина тахçанах пĕлетпĕр. Вăл çỹрекен автобус вокзалтан яланах вăхăтра тухать. Унăн салонĕнче таса та тирпейлĕ. Унпа çỹреме те шанчăклă, транспорт юсавлă, _ терĕç. Валерий Аркадьевич килĕнче те тирпейлĕх хуçаланать. Çуралма Татмăш ялĕнче пысăк çемьере çуралса ỹснĕскер, ачаранах ĕçе хăнăхнă. Халĕ Патăрьелĕнче тĕпленсе пурăнаççĕ, мăшăрĕпе пĕр хĕр çитĕнтернĕ. Вĕсен пурнăçне мăнукĕ илем кỹрет. Акă каллех çулпа пĕр автобус вĕçтерет. Руль умĕнче _ Валерий Дюкин. Вăл паян та "Патăрьел-Ишлĕ" маршрутпа çỹрет. Юлашки вăхăтра ку çула тирпейлесе якатрĕç. Халĕ çул такăр. Апла пулсан та Валерий Аркадьевич автобус хăвăртлăхне кирлĕ пек тытса пырать, хытă хăваламасть, çул-йĕр правилине çирĕп пăхăнать вăл. Кун пек шофера эпир те, çул çỹрекенсем, ăнăçу сунатпăр.

И. ЕРОФЕЕВ, Ишлĕ ялĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика