АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăварни, катăк çатма икерчĕ...

13 февраля 2013 г.

Çăл Атăк ялĕнче пурăнакан Антонова Нина Михайловна (1926-мĕш çулта çуралнă) тата Осипова Антонина Васильевна (1942-мĕш çулта çуралнă) каласа панă тăрăх, çăварни яланах çĕнĕ уйăх тулсан килнĕ. Çăварни хушши нарăс (февраль) уйăхĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа пуш (март) уйăхĕн 10-мĕшĕччен пулма пултарнă. Çак хушăра хăш кун çĕнĕ уйăх тулнă – çавна эрнипех çăварни тенĕ. Çăварни яланах вырсарни кунтан пуçласа пĕр эрне – тепĕр вырсарни кунчченех тăсăлнă: малтанхи кунне – Аслă Çăварни, юлашки кунне – Кĕçĕн Çăварни тенĕ.

Çăварни çывхарса килнĕ май пĕр-ик эрне маларах, çамрăксем те, ваттисем те уява хатĕрленме тытăннă. Вĕсем чаплăрах тум-тирсем – тăлăпсем, сăхмансем, хĕрарăмсем пуçа çыхма çÿçеллĕ тутăрсем – тупса хунă. Унсăр пуçне кил хуçи хĕрарăмĕсем сăра-эрех, тĕрлĕрен апат-çимĕç хатĕрленĕ.

Ачасем валли вара ярăнма ятарласа хăмаран çапса тенкел тунă, пĕчĕк çуна тата тĕпне ĕне тислĕкĕ сĕрсе шăнтнă ларкет туса хатĕрленĕ.

Кунсăр пуçне тата катаччи чупнă чух юрлама çамрăксем пĕр-пĕринчен çăварни юррисем вĕреннĕ.

Çапла вара, çăварни çывхарса килет тесе пурте хĕпĕртесе, савăнса тăнă.

Çăварнин пĕрремĕш кунне, Аслă Çăварни тенĕ кун, ирхине-ирех, çутăличчен, ача-пăчасем “çерçи тăриччен” тухса “хĕреслĕ” урамри ту çинчен çунапа ярăннă.

Ваттисем вăл вăхăтра килĕсенче икерчĕсем, капăртмасем, пашалусем пĕçернĕ.

Кăштах ярăнкаласан ачасем килĕсене ăшă икерчĕсем çиме саланнă.

Каярахпа, кăнтăрла иртсе пĕр сехетсенче, çамрăксем сăрт çинчен ярăнмалли хатĕрсем, хăшĕсем лаша çунисем сĕтĕрсе ял çумĕнчи Аслыр сăрчĕ çине ярăнма кайнă. Вĕсем хăшĕ тенкелпе, хăшĕ пĕчĕк çунасемпе сăрт çинчен ăмăртмалла ярăнса аннă.

Çамрăксем сăрт çинчен ярăннине курма ваттисем те тухнă. Вĕсем хушшинче хăшĕ-пĕри çамрăксемпе пĕрле пĕрер хут сăрт çинчен ярăнса анни те пулнă.

Çапла вара, Аслă Çăварни тенĕ кун ял çыннисем сăрт çинчен каç пулсан тин килĕсене саланнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш кунне, тунти кунпа ытлари кун, ача-пăчасемпе çамрăксем татах сăрт çине çунасемпе ярăнма тухнă.

Хăш-пĕр ачасем çунашкапа ярăнса шăнса кайсан “йытăлла” выляса ăшăннă. Вĕсем шăнса пăрланнă муклашка тупнă та, унпа пĕр-пĕрне ураран тивертмелле вылянă. Муклашка кама тивнĕ – çав “йытти” – хăвалаканни – пулнă. Ыттисем “йыттинчен” тарса хăтăлма тăрăшнă.

Каç пула пуçласан вара пурте килĕсене саланнă.

Тăваттăмĕш кун, юн кун, çунашкапа ярăннисĕр пуçне, çамрăксем ик-виç лаша кÿлсе тухнă та хĕрсене лартса кăштах çăварни юррисем юрласа ял тăрăх пĕр-ик хут ярăнса çаврăннă.

Кĕçнерни кун вара çамрăксем катаччи чупма тухнă. Каччăсем ирех тăрса лашисене капăрлатса хунă. Катаччи чупма вĕсем хăшĕ пар лаша, хăшĕ ик-виç пар лаша кÿлнĕ.

Лаша кÿлсе тухнă каччăсем хăйсен çунисем çине ытларах савакан хĕрсене тата тус-юлташĕсене ларт-ма тăрăшнă. Çапла кашни çуна çине пилĕк-ултă çын лартнă та лашисемпе мухтанса пĕр-пĕринпе ăмăртмалла катаччи чупнă. Çав вăхăтрах вĕсем пĕр-пĕринпе ăмăртса çăварни юррисем юрланă.

Ваттисем катаччи чупнине курма крыльца умне тухса тăнă.

Ял тăрăх ик-виç хут чупса çаврăннă хыççăн çамрăксем лашисене “хĕреслĕ” урама чарнă та, хăйсем купăспа такмак каласа ташланă.

Кăштах ташласан хăшĕ-пĕри кÿршĕ Çĕньял, Арапуç, Тăрмăш ялĕсем тăрăх катаччи чупма кайнă. Çавăн пекех кÿршĕ ялсем те пирĕн ял тăрăх çăварни юррисем юрласа катаччи чупса çÿренĕ. Кÿршĕ ялтан катаччи чупма килнисене курма ваттисем те нумайăн тухнă.

Çак кунсенче вара ялта каç пуличченех çамрăксен сасси илтĕнсе тăнă.

Тепĕр кунне, эрне кун, çамрăксемпе пĕрле катаччи чупма мăшăрланнă çынсем те тухнă. Вĕсем лашисене капăрлатса, мăшăрĕсемпе ял тăрăх çăварни юррисем юрласа, пĕр-ик хут катаччи чупса çаврăннă.

Хушшинчен тата пĕчĕк ачасем катаччи чупма çунасем сĕтĕрсе тухнă. Вĕсем çунасане пĕр-пĕринпе çыхса сыпăнтарнă та чи пĕчĕккисене лартса туртса ярăнтарса çÿренĕ. Çуна çинче ларса пыракансем урам тăрăх: “Катаччи, катаччи, катăк çатма икерчи” , – тесе кăшкăрса пынă.

Шăмат кун шăнкăравсемпе янăратса катаччи чупма “çамрăк мăшăрсем” тухнă. Вĕсем катаччи чупса хĕрĕн амăшĕсен ялне кайнă. Унта çамрăксемпе пĕрле катаччи чупнă.

Çак кун ваттисем те пĕр-пĕрин патне хăнана çÿренĕ.

Кĕçĕн Çăварнинче вара, вырсарни кун, çамрăксем тата ватти-вĕтти урам тулли лашасемпе катаччи чупнă. Вĕсем çăварни юррисене тата та вăйлăрах шăрантарнă.

Каç пулсан, катаччи чупнă хыççăн, çамрăксем “хĕреслĕ” урама пухăнса купăс каласа ташланă та тулли кăмăлсемпе килĕсене саланнă. Вĕсем çăварни çинчен кайран та нумайччен калаçса аса илнĕ.

«Атăк-Тăрмăш кĕввисем» кĕнекерен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика