13 февраля 2013 г.
Шупашкарти Николаев урамĕнчи ял хуçалăх пасарĕнче нарăсăн 21-22-мĕшĕсенче регионсен хушшинчи отрасль куравĕ пулать. Ăна ЧР Ял хуçалăх академийĕн Пĕтĕм Раççейри çĕр улми хуçалăхĕн А.Г. Лорх ячĕллĕ наука-тĕпчев институчĕ, Чăваш Енри “Агро-Инновацисем” ХУП пиллĕкмĕш çул ирттереççĕ. “Пирĕн республика çĕр-шывра çĕр улми чи нумай çитĕнтерекенсенчен пĕри. 2012 çулта 900 пин тонна туса илсе федерацин Атăлçи округĕнче 2-мĕш вырăн йышăннă. Тухăç лайăх – кашни гектартан вăтамран 192 центнер, – тенĕ ЧР Ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов журналистсемпе пресс-конференци ирттернĕ май. – Ку енĕпе Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк районĕсем уйрăмах пысăк тÿпе хываççĕ”.
Курав тĕллевĕ – çĕр улми çитĕнтерес вăрттăнлăха пĕр-пĕрин хушшинче анлăрах сарасси, çĕнĕ сортсемпе ку чухнехи технологисемпе, селекцири çитĕнÿсемпе çывăхрах паллаштарасси.
Кăçал курава 11 çĕр-шыв представителĕсем, Германипе Беларуç Республикин предприятийĕсем хутшăнаççĕ. Раççей хăнисем 18 регионтан пухăнĕç. Мĕн пурĕ 500 ытла делегат килсе çитмелле.
Çĕр улми уявĕнче ăслăлăх-практика конференцийĕ, “çавра сĕтелсем” ĕçлĕç. Экспозицие чикĕ леш енчи тата хамăр çĕр-шыври селекционерсем туса кăларнă 150 ытла сортлă “иккĕмĕш çăкăр” илем кÿрĕ.