13 февраля 2013 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов нарăсăн 11-мĕшĕнче кăларнă йышăнусемпе килĕшÿллĕн район администраци пуçлăхĕн çумне – строительство тата общество инфраструктурине аталантарас енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхне Иван Алексеевич Дикина “Батыревское районное бюро технической инвентаризации” муниципалитет унитари предприятийĕн директорĕ пулма куçарнă.
Иван Алексеевич Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнчен инженер-механик специальноçпа вĕренсе тухнă. Хăйĕн ĕç стажне Мари республикинче пуçланă, совхозра инженер-технологра, тĕп инженерта, директорта ĕçленĕ. Каярахпа Шупашкарти ПТУра вĕрентнĕ хыççăн çичĕ çул районти “Первомайский” колхоза ертсе пынă, 1997 çултанпа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – строительство тата общество инфраструктурине аталантарас енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ.
х х х
Район администраци-йĕн пуçлăхĕн çумĕ – строительство тата общество инфраструктурине аталантарс енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ пулма Валерий Васильевич Краснова çирĕплетнĕ. Вăл халиччен администрацин ял хуçалăх, экологи, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен па-йĕнче специалист-эксперт пулса ĕçленĕ.
В. Краснов Чăваш ял хуçалăх академийĕнче экономист-аграрник профессине алла илнĕ. Ĕçе мастер-строительтен пикеннĕ. Каярахпа “Родина” колхозра строительство бригадин бригадирĕнче, хуçалăхри комсомол комитечĕн секретарĕнче, Çĕнĕ Ахпÿрт ял Совет председателĕнче, страхагентра, çĕрйĕркелÿçĕре, уйрăм предпринимательте, Çĕнĕ Ахпÿртри ял тăрăх пуçлă-хĕнче тăрăшнă.
х х х
Район депутачĕсен Пухăвĕн нарăсăн 1-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн администрацин вĕрентÿ пайне тата социаллă аталану, информаци тивĕçтерĕвĕпе архив ĕçĕсен пайне пĕрлештернĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн райадминистацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – çĕнелнĕ пай пуçлăхĕ пулма Валерий Владимирович Осипова çирĕплетнĕ.
В.Осипов ĕç стажне “Хастар” хуçалăхра пуçланă. Каярахпа физкультура учителĕнче, Упамсари тата Турханти шкулсен директорĕнче ĕçленĕ. 2007 çултанпа район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ, пĕрлех 2011 çулхи июньтенпе – райадминистраци пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ.
(Хамăр корр.)