13 февраля 2013 г.
Хальхи саманара йышлă ача ÿстерекен сахал. Чылай çемьере иккĕпех çырлахаççĕ. Амăшĕн капиталне пама пуçланă хыççăн демографи лару-тăрăвĕ кăшт лайăхланчĕ: виççĕмĕш-тăваттăмĕш пепкесем тĕнчене килме пуçларĕç. Апла пулин те Сăкăтри Чунчурскисене çитекенсем районта шутлă çеç. Тамара Васильевнапа Иван Николаевич 8 ачана – икĕ ывăл та 6 хĕр – кун çути парнеленĕ. Асли 19 çулта, вăл ашшĕпе амăшне пулăшаканĕ ĕнтĕ. Виçĕ уйăх каялла Дашăпа Маша йĕ-кĕрешсем вĕçсе килнĕ. Пĕчĕк чиперуксене аппăшĕсемпе тетĕшĕсем хаваспах пăхаççĕ.
– Манăн мăшăр та йĕкĕреш хăраххи. Хамăрăн та, ав, харăс иккĕн çуралчĕç. Сывлăхĕсем çеç пулччăр, – тет Т. Чунчурская пĕчĕкскерсене тухтăр патне сывлăхĕсене тĕрĕслеттерме илсе каймашкăн тумлантарнă май.
Ачасене ура çине тăратма укçи-тенки те самаях кирлĕ. Кил хуçи ялта платникре ĕçлет. Çурт вучахне упраканĕ декрета кайиччен “Красное знамя” ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕне ферминче тăрăшнă. Ачасем аталанса çитсен 40 çулти хĕрарăм юратнă ĕçĕнчех вăй хурасшăн.