13 февраля 2013 г.
2013-2014 çулсенче халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри “Эпир пĕрле – Раççей” фестивалĕ иртĕ. Унăн йĕркелÿçисем – РФ Правительстви, Культура министерстви.
Фестивале çĕр-шыври халăхсен наци культурине, авалхи йăла-йĕркине, ÿнер еткерлĕхне упраса хăварас тата малалла аталантарас, вĕсемпе кашни халăха паллаштарас, культурăн пĕрлехи хутлăхне тата регионсен хушшинче туслă çыхăну йĕркелес тĕллевпе ирттерме тĕв тытнă.
Пысăк уява икĕ тапхăрпа йĕркелеме палăртнă. Пĕрремĕшĕ регионсенче пулĕ, иккĕмĕшĕ – Мускавра. Ăна 2014 çулхи чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче – Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче – ирттересшĕн. Гала-концерта регионсенче çĕнтернĕ коллективсем хутшăнĕç.
Фестивалĕн регионсенчи тапхăрĕ Шупашкарта çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче – Раççей кунне уявланă вăхăтра – уçăлĕ. Ун чухне республикăна федерацин Атăлçи тата Урал округĕсенчен пĕр пине яхăн çын килсе çитĕ.
Шупашкарсăр пуçне фестиваль кăçал Томскра (федерацин Çĕпĕр тата Инçет Хĕвел тухăç округĕсем), 2014 çулта Ставрополь крайĕнче (федерацин Кăнтăр тата Çурçĕр Кавказ округĕсем) иртĕ.
Конкурссене тĕрлĕ номинаципе йĕркелеме палăртнă. Сăмахран, фольклор ансамблĕсем йăла уявĕсене кăтартĕç, халăх юррин ансамблĕсем – наци вокал искусствине, ташă ушкăнĕсем – халăх хореографине.
Коллективсен пултарулăх программине сумлă жюри хаклĕ. Палăртма кăмăллă: ун йышĕнче пирĕн ентеш те пур. Вăл – Чăваш патшалăх симфони капеллин пултарулăх ертÿçи, Раççей халăх артисчĕ Морис Яклашкин.
Н. СМИРНОВА.