13 февраля 2013 г.
“Ăслăлăх. Пултарулăх. Аталану” фестиваль-конференци кăçал районта тăххăрмĕш хут иртрĕ. Ют чĕлхесен секцийĕ унта икĕ ушкăна пайланса ĕçлерĕ. “Çĕр-шывсем” пайра пĕрремĕш вырăна Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Е. Токмаковапа Н. Андреева (ертÿçисем З. Чабатова, Н. Андреева, Е. Карягина) тухрĕç. Вĕсем Германи патшалăхĕ çинчен тĕпчев ĕçĕ тăратрĕç, хăйсем пулнă вырăнсемпе паллаштарчĕç, кирек ăçта кайсан та ют чĕлхе кирлине палăртса хăварчĕç. Иккĕмĕш вырăна та çак шкулти А. Сироткинапа Р. Ахметов (ертÿçисем Ф. Югаметова, Э. Карягина), виççĕмĕшне ик-кĕмĕш вăтам шкулти К. Цыганов (Т. Щукина), Аслă Чементи К. Фро-лова (ертÿçи Г. Полякова) йышăнчĕç. Çамрăк пулин те Карина матрешка вырăс символĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕ, хăй хатĕрленĕ пуканепе, ÿкерчĕкпе паллаштарчĕ, юрларĕ. Çавăн пекех пĕрремĕш вăтам шкулти Д. Чабатовапа Г. Югаметова (ертÿçисем З. Чабатовапа Ф. Югаметова) “Тутлă, анчах хăрушă” темăна лайăх уçса пачĕç, хăвăрт пиçнĕ апат пуриншĕн те сиенлĕ пулнине палăртрĕç.
Чĕлхесен секцинче комисси членĕсем пĕрремĕш вырăна пĕр саслăн пулса Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти К. Митрофанована тата Е. Лукьянована (ертÿçи Т. Митрофанова) пама йышăнчĕç. Пĕр-ремĕш вăтам шкулта вĕренекен Е. Кошкинапа Т. Грачева, Ч. Галялтдинова (С. Волкова) иккĕмĕш пулчĕç. Виççĕмĕш вырăна Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти К. Каллина (Н. Сельцова), Çĕнĕ Ахпÿртри В. Тесленко (И. Павлова) тата Шăнкăртамри Д. Бурчаклы тухрĕç. Ытти çулсенчипе танлаштарсан вĕренекенсем конференцие лайăхрах хатĕрленни, ытларахăшĕ ют чĕлхепе калаçни сисĕнчĕ.
Н. КОШЕЛЕВА.