АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ултавăн ури улттă, анчах пурте ăвăсран

03 декабря 2014 г.

ЯВСАН-ЯВСАН вĕренĕн те вĕçĕ пулать тенĕ евĕр, суя пурнăçа хапăллакан çын та хăçан та пулин такăнать. Ахальтен мар ĕнтĕ ултавăн ури улттă пулсан та пурте ăвăсран, теççĕ. Çак кунсенче районсем хушшинчи "Батыревский" муниципаллă уйрăмĕн дознани енĕпе тимлекен сотрудникĕсем пуçтарнă материал 43 çулхи арçын пирки суд йышăнăвĕ тума çителĕклĕ пулнă. Преступника РФ УКăн 159 статйин 1 пайĕпе (ют пурлăха улталаса тата шанăçа кĕрсе вăрлани) килĕшỹллĕн айăпланă. Район прокурорĕ Ю. Фуражников хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, çакскер пĕр кунхине Патăрьел райповĕн Турхан филиалĕн куллен кирлĕ таварсем сутакан магазинĕнче продавщицăна 5000 тенкĕлĕх суя купюрăна тыттарнă та ячĕшĕн тенĕ пек 600 тенкĕлĕх тавар туяннă. Халĕ вара ултавçăн хĕрлишĕн самай пичĕ хĕрелсе çỹреме тивĕ. Суд участокĕн приговорĕ вăя кĕнĕ хыççăн пуçтахăн 8000 тенкĕ штраф та тỹлеме тивĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика