АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Олимпиада çĕнтерỹçисем ытларах тутар шкулĕсенчен

03 декабря 2014 г.

 ÇАК кунсенче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта 7 _ 11 классем хушшинче вырăс чĕлхипе йĕркеленĕ олимпиадăна сахал ача хутшăнман. Ăс-хакăл тупăшăвĕнче 108 вĕренекен хăйсен тавра курăмне тĕрĕсленĕ. Пĕтĕмлетỹ вара çапларах. Çиччĕмĕш классем хушшинче пĕрремĕш вырăна Лейла Каштанова çĕнсе илнĕ (вĕрентекенĕ Д. Салахова), саккăрмĕшсенчен те чи пултарулли çак шкултанах _ Рамиля Чебенова (вĕрентекенĕ Т. Сурнаева). Аслă классенчен çĕнтерỹçĕсем тутар ачисем вĕренекен шкулсенченех: Тутар Сăкăтĕнчи Зульфия Козлова (вĕрентекенĕ Р. Мусина) тата Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти Ландыш Кдрасова (вĕрентекенĕ Л. Узбекова). Вун пĕрмĕшсем хушшинче вара Т. Михайлова учительница хатĕрленĕ Ольга Митрофанова савăнтарнă, пĕрремĕш вырăна тухнă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика