03 декабря 2014 г.
Декабрĕн 3-мĕшĕ _ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче хыпарсăр çухалнă е аякри çĕр-шывра кан-лĕх тупнă çар çыннисен кунĕ.
Пин-пин салтак ятсăр-мĕнсĕр çĕр айне кĕрсе выртнă пулин те, вĕсен паттăрлăхĕ вилĕмсĕр. Мĕнпе çыхăннă-ха çак паллă кун? 1966 çулхи декабрĕн 3-мĕшĕнче нимĕç фашисчĕсен çарне Мускав хулинчен хăваласа кăларса янăранпа 25 çул çитнине халалласа паллă мар салтакăн вилнĕ ỹчĕн юлашкийĕсене тăванлăх масарĕнчен Александровскине куçарнă, 1967 çулта кунта архитектура палăкĕ уçнă, ятсăр тăванăмăрсене асра тытса ĕмĕрлĕх хĕлхемĕ çутнă... Пуç тайса вĕсен канлĕхĕшĕн пĕр минут шăп тăма тивĕçлисен хушшинче Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи салтаксем те пур. Пирĕн районтан тăван çĕр-шыва хỹтĕлеме фронта 8377ĕн кайнă. Анчах вĕсенчен 6034-шĕ çеç тăван килне таврăнайнă, 2877-шĕ вара çичĕ ютра канлĕх тупнă.
Хальхи вăхăтра пирĕн çĕр-шывра аслă вăрçăра вилнĕ салтакăн юлашки шăмми-шаккине шыраса тупас тĕллевпе тĕрлĕрен обществăлла юхăмсем ăнăçлă ĕçлеççĕ. Паян эпир вĕсен ячĕсене пĕлместпĕр пулин те вĕсен вилĕмсĕр паттăрлăхĕ пирки çитĕнекен ăрăва ăнлантарасси, каласа парасси _ пирĕн тивĕç.
Хамăр корр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)