03 декабря 2014 г.
Раççейĕн хăш-пĕр регионĕсем сыснасен Африка чуминчен (САЧ) питĕ пысăк тăкаксем тỹсни ытти республика-облаçсене сыхă пулма вĕрентет-хистет. Ку хуйха Чăваш Енрен сиресси ветеринари специалисчĕсен тĕп тĕллевĕ.
Хỹтĕленмелли чи шанчăклă мел вăл - мур çитме пултаракан çулсене пỹлесси. Кунта сысна фермисене "хупă" режимпа ĕçлеттерни пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Анчах та Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн патшалăх ветеринари надзорĕн пуçлăхĕ Константин Викторов тĕрĕслевсене пĕтĕмлетсе çапла калать. Нумай хуçалăхра периметр тавра карта тытман. Автотранспорт ураписене сиенсĕрлетмешкĕн дезбарьерсем пулман. Çакă вара чир "çăл куçĕсемшĕн" çул уçниех.
Пĕчĕкрех предприятисенче унта та кунта ветеринарипе санитари режимне кирлĕ шайра йĕркелеменни, ытти çитменлĕх палăрнă. Пĕтĕмпе вара 10 уйăхра сысна ĕрчетекен тата ашне тирпейлекен 84 предприятие тĕрĕсленĕ. Йĕркене пăхăнман 25 тĕслĕхе "тăрă шыв" çине кăларнă. Юридици сăпатĕнчи - 4, должноçри 18 çынна тата 5 усламçа административлă майпа явап тыттарнă. Штрафсен сумми _ 153,0 пин тенкĕ.
"Хупă" режимпа ĕçлеменшĕн хуçалăх ĕçне 90 талăклăх чарса лартма ыйтнă 5 материала судсене ярса панă асăннă управлени специалисчĕсем. Инспекторсем сысна какайĕнчен хатĕрленĕ продукци сутакан 34 вырăна тĕрĕсленĕ. Кунта та асăрхаттарусем пур: 4 протокол. Общество апатланăвĕн 11 вырăнĕнче пулнă, йĕркене пăснă 3 тĕслĕхе шута илнĕ. Çакна та палăртмалла, çулсерен сысна какайне, унран хатĕрленĕ продукцие тата выльăх апатне Хусанти ветеринари лабораторийĕнче тĕпчеççĕ. Кăçал кăна САЧ тĕлĕшпе 2200 проба илнĕ, сыснасен классика чуми тĕлĕшпе вара - 880. Ку таранччен сисчĕвлентерекен самант - САЧ-ине аталантаракан геном тупни - пулман. Анчах та çакă чир пирĕн пата çитмĕ тесе çирĕплетме май памасть. Сăлтавсăр çапла каламастăп çав. САЧ-ине тата ытти чирсене хамăр региона "кĕртес" мар тесе сыхлăх-хỹтĕлев ĕçĕсене вăйлатнă май çул çинче рейдсем йĕркелесси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ.
Сăмах май, кăçалхи 10 уйăхра ÇÇХПИ ĕçченĕсемпе пĕрле 23 рейд йĕркеленнине, пĕтĕмпе 160 автотранспорта тĕрĕсленине палăртса хăварам. "Çынсен явапсăрлăхĕ тĕлĕнтерет, _ каласа параççĕ инспекторсем. - Хăшĕ-пĕрин выльăх, унтан хатĕрленĕ продукци, чĕр чунсен апачĕ е тĕрлĕ хутăш тĕлĕшпе ветеринари пĕр докуменчĕ те çук-çке. Выльăх чирлĕ марри пачах та кăсăклантармасть тейĕн. Какай çиме юрăхли те пăшăрхантармасть-ши вара? САЧ чирлĕ хир сыснисенчен те хуçалăха çăмăллăнах лекет. Çавăнпа та вĕсен виллисене тупсан лабораторире ятарласа тĕпчеççĕ. Ку таранччен шикленме сăлтав тупăнман. Пĕтĕмпе вара Чăваш Енре хир сыснисен 10 виллине тупнă. Палăртмалла, республикăна инкек пырса кĕрес пулсан чире сарăлма парас мар тесе сысна виллисене васкавлăн тĕп тумашкăн 287 вырăн пăхса хунă, çунтармалли материалсене саппасра тытаç-çĕ.
Паянхи кун чăвашра дезинфекци тумалли япаласем те çителĕклĕ. "Асăрханакана Турă упрать," _ теççĕ-и-ха халăхра. Чиртен хỹтĕленме специалистсен хăш-пĕр сĕнĕвĕсене те пулин шута илесчĕ:
_ нĕриксене картаран, кил хушшинчен ниçта та кăлармалла мар тата вĕсене 70 градус таран вĕрилентернĕ апат кăна памалла;
_ выльăх сывлăхне пĕрмаях тĕрĕслеттермелле, сиенлĕ хурт-кăпшанкăран çийĕнчех хăтăлмалла;
_ ытти регионсенчен тавар турттарассипе аппаланакан автомобиль кустăрмисене дезинфекцилемелле тата чукун çул станцийĕсенче, юхан шыв порчĕсенче апат-çимĕç юлашкийĕсене пуçтарсах тăмалла тата утилизацилемелле;
_ чир тухнă регионсенчен выльăх, апат, усă курнă техника хатĕрĕсене илсе килесси пуçра та пулмалла мар.
Хỹтлĕхпе тивĕçтерейменрен хуçалăхсене чакарнă тата урăх выльăх ĕрчетме тытăннă май халĕ республикăра сысна тытакан 75 хуçалăх тăрса юлнă (пĕтĕмпе 189 пин пуç).
Н. ВАСИЛЬЕВА, управлени ĕçченĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)