03 декабря 2014 г.
Атте-анне хăçан хăйне телейлĕ туять-ши? Чăн малтанах хăй çуратса ỹстернĕ, воспитани панă ачи ăна ырă хыпарпа савăнтарсан пулĕ. Çакна Çăл Атăкра пурăнакан Карлиновсем тепĕр хут туйса илнĕ. Çĕнĕ çулччен Миша ывăлĕ çартан таврăнмалла. Тĕрĕссипе, вун икĕ уйăх сисĕнмесĕрех иртсе кайнă темелле. Салтакран маларах вара киле Альбина Михайловнăпа Юрий Пантелеймонович ашшĕпе амăшĕ ячĕпе çар командирĕ çырнă тав çырăвĕ çитсе çемьене савăнтарнă. Командир маттур та пултаруллă, тăван çĕр-шыва юрăхлă ывăл çитĕнтернĕшĕн хĕпĕртенине пĕлтернĕ.
Паян вара Михаил Юрьевича çемьере Настьăпа Катя йăмăкĕсем çеç мар, асламăшĕ те чăтăмсăррăн кĕтет. Зина аппа пиллĕкмĕш мăнукне тăван çĕр-шыва хỹтĕлеме кайма пил панă.
А. НИКОЛАЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)