09 февраля 2013 г.
Февралĕн 5-мĕшĕнче райадминистрацин пысăк залĕнче “Раççей пенсионерĕсен союзĕ” пĕрлешĕвĕн отчетпа суйлав пухăвĕ иртнĕ. Ăна районти уйрăмăн председателĕ Г. Чинахова уçнă, туса ирттернĕ ĕçсемпе кĕскен паллаштарнă.
Тивĕçлĕ канăва кайнисен союзĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан 100 ытла çынна пĕрлештерсе тăрать. Вĕсем тулли пурнăçпа пурăнма тăрăшаççĕ. Районта, çавăн пекех республикăра иртекен конкурссене, ăмăртусене, кану каçĕсене хутшăнаççĕ, тĕл пулусем йĕркелеççĕ тата ытти те. Çавăн пекех тĕп библиотекăра та вĕсене час-часах курма пулать: çĕнĕ кĕнекесемпе, хаçат-журналпа кăсăкланаççĕ, хăйсен пурнăçĕ пирки каласа параççĕ, çамрăксемпе калаçаççĕ. Компьютерпа ĕçлеме вĕренекенсем те пур.
Пухăва райадминистраци пуçлăхĕ Н. Глухов та хутшăннă, район ĕçĕ-хĕлĕ, иртнĕ çулхи кăтартусем çинче чарăнса тăнă.
Малалла РФ пенси фончĕн районти управленин ертÿçи Г. Синеева сăмах илнĕ, пенси саккунĕсенчи çĕнĕлĕхсем, улшăнусем пирки каласа панă. Сăмах май, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан 12 пине яхăн пенсионера валли уйăхсерен 188 млн тенкĕ укçа килет. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн районти 4 пин ытла çын “Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ” ята илнĕ. Пĕлтĕр çеç çак çара тата пине яхăн хутшăннă.
Отчетпа суйлав пухăвĕ пулнă май, “Раççей пенсионерĕсен союзĕн” районти пĕрлешĕвне ертсе пыма Татьяна Александрова Полякована суйланă, çĕнĕ ĕç ушкăнне çирĕплетнĕ. Кунтах кăçал туса ирттермелли мероприятисен планне пăхса тухнă.
(Хамăр корр.)