09 февраля 2013 г.
Çĕрпÿ районĕнчи Туçире газ сирпĕннипе çурт ишĕлнĕ хыççă икĕ эрне иртрĕ. Мĕн улшăннă унтанпа; Çак кунсенче массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем Çĕрпÿ тăрăхĕнче пулса лару-тăрупа вырăнта паллашрĕç.
Опытный поселокри хĕрлĕ кирпĕчрен купаланă çĕнĕ çурт аякранах курăнса ларать. Пилĕк подъездлă виçĕ хутлăскерне нумаях пулмасть хута янă. Шăпах çакăнта хÿтлĕх тупнă та Туçири инкекре шар курнисем.
– Çĕнĕ çуртра 11 хваттер пушăччĕ. Туçире пурăнмалли вырăнсăр юлнă сакăр çемье вăхăтлăха кунта куçма кăмăл турĕ. Чăн та, ишĕлнĕ çуртри 18 хваттерте 48 çын пропискăра тăнине шута илсен сахал темелле çакă. Анчах нума-йăшĕ Шупашкарта е Çĕрпÿре сĕннĕ хваттерсене кайма та, ача сачĕсенче пурăнма та килĕшмен. Вĕсем паян тăванĕсем патĕнче хÿтлĕх тупнă, – каласа парать Çĕрпÿ район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Артамонов.
Вăхăтлăх хваттерсене арендăна панă. Анчах хуларипе танлаштарсан хакĕ ытлашши пысăках мар, пĕр тăваткал метршăн 25-28 тенкĕ (хулара – 35). Паллах, коммуналлă пулăшушăн та тÿлеме тивĕ. Туçире çĕнĕ çурт туса пĕтернĕ хыççăн каяллах таврăнасшăн, кÿрши-аршипе малашне те пĕрлех пурăнасшăн вĕсем. Власть тата ял-йыш кăна мар, пач палламан-пĕлмен çынсем те пулăшма тытăннă вĕсене. Хальхи вăхăтра счет çине 213 пин тенкĕ пуçтарăннă. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисем, Муркаш, Патăрьел, Елчĕк, Вăрнар тата ытти районсем йывăр вăхăтра хута кĕнĕшĕн чĕререн тав тăваççĕ Туçире. Унсăр пуçне çывăх çыннисене çухатнă çемьесене пĕрер миллион тенкĕ уйăрса панă. Пурлăхăн пĕр пайне çухатнă çемьесене кашни çын пуçне – 50 пин, пурлăхсăр юлнисене 100-шер пин тенкĕ панă. Пурлăхне страхланă 4 çемьене Росгосстрах 635,3 пин тенкĕ тÿлесе саплаштарнă.
Çĕнĕ çуртри хваттерсене кĕске хушăрах бюджет шучĕпе пурăнмалăх хатĕрлесе çитернĕ.
Туçире те хĕрсех ĕç пырать. Арканнă çуртран никĕсĕ çеç юлнă. Ăна та çывăх кунсенче йăлтах тасатса çĕнĕ никĕс ямалла. Тавралăх тĕттĕмленичченех ĕç шавĕ лăпланмасть.
– Графикпа палăртничен вунă кун маларах ĕçлесе пыратпăр. Хальхи вăхăтра 20-е яхăн çынпа вунă техника кунта. Укçа, строительство материалĕсем енчен чăрмав çук. Мартра стена купалама тытăнмалла. Çурт унчченхи пекех виçĕ хутлă, 18 хваттерлĕ пулмалла. Анчах хальхинче кирпĕчрен хăпартăпăр. Хваттерсем малтанхинчен ытлашши уйрăлса тăмĕç. Паллах, хăтлăрах та илемлĕрех тума тăрăшăпăр. Планпа октябрьте хута ямалла пулсан, эпир сентябрь тĕлнех вĕçлесшĕн, – пĕлтерчĕ “ПМК–8” пĕр-лешÿ ертÿçи Виталий Ижелеев.
Çĕрпÿ районĕнчи Туçи ялĕнче инкек тÿснĕ çуртри çынсемпе РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи Полномоччиллĕ представителĕ Михаил Бабич тĕл пулнă.
Л. НИКИТИНА.