09 февраля 2013 г.
Сутлăхра “Антимаст ПСН-форте”, “Антимаст ЛН-форте, “Антимаст ОСЗН–форте, “Мастисан – А”, “Мастисан – Е” ятлă препаратсене курма пулать. Раççей ял хуçалăх надзорĕн республикăри управленийĕн специалисчĕсем асăннă эмелсене регистрацилеменни çиеле тухнине пĕлтереççĕ. Вĕсене тулли мар яваплă “БиАгро” суту-илÿ çурчĕ” пĕрлешÿ (Владимир хули) кăларать.
Управлени ĕçченĕ О. Викторова çак препаратсене пирĕн республикăра та сутнине пĕлтерет, ĕне-выльăх тытакансене тимлĕрех пулма ыйтать. Ятарлă тĕрĕслевсем ирттермен им-çам усă кÿресси питĕ иккĕленÿллĕ, сиенлеме те пултарать.
Н. ВАСИЛЬЕВА,