06 декабря 2014 г.
ÇАК кунсенче Чăваш телевиденийĕпе республикăри тĕрлĕ кĕтессенчен пуçтарăннă чиперккесен конкурсĕ пирки пĕрре мар кăтартрĕç. "Чăваш пики" ята çĕнсе илес текенсем сцена çине 16-ăн тухнă. Паллă ĕнтĕ, ун пек чухне конкурса хутшăнакан вăрăм çивĕтлĕ те пĕр кашăк пылпа çăтса ямалла пулни çеç çителĕксĕр. Унăн чăвашлăхпа, йăла-йĕркепе, тăван чĕлхепе çыхăннă чылай вăрттăнлăхсене те пĕлмелле. Çав вăхăтрах ĕлĕкхине аса илсе уйран та уçламалла, салма яшки те пĕçермелле... Урăхла каласан, пур енĕпе те матур пулмалла. Шел пулин те конкурсантсем хушшинче пирĕн район чысне хỹтĕлекен пике тупăнманни вара пăшăрхантарчĕ. Юхма ен чиперккисем ыттисенчен мĕнрен кая-ши?
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)