06 декабря 2014 г.
ПИРĔН район республикăра кăларакан тĕллевлĕ программăсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе начар мар ĕçлет. Сăмахран, 2014 _ 2015 çулсем валли инвалидсемпе куçса çỹреме йывăр ушкăнти çынсене тĕрлĕрен социаллă объектсене, ытти кантурсене кĕрсе çỹреме условисем туса памалли "Доступная среда" программăна пурнăçа кĕртсе, паянхи кун Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулсенче мĕн пур условисем туса панă. Ку ĕç малалла та пырать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)