АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хак ÿснĕ вырăнне – субсиди

09 февраля 2013 г.

Республикăри конкурентлă политикăпа тарифсен патшалăх служби пĕлтернĕ тăрăх июлĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Енри коммуналлă пулăшу хакĕсем пĕлтĕрхипе танлаштарсан вăтамран çакăн чухлĕ ÿсĕç: шывшăн – 7,6 процент, хутса ăшăтнăшăн – 8,5 процент, электроэнергишĕн – 10,1 процент, çут çанталăк газĕшĕн – 15 процент.

Сахал тупăшлă çемьесене коммуналлă пулăшупа татăлма субсиди уйăрса параççĕ. Иртнĕ çул республикăри 24 пин çемье çак çăмăллăхпа усă курнă. Субсиди илнĕ çемьесен 90 проценчĕн вăтам тупăшĕ республикăра пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен те пĕчĕкрех пулнă. Çемье пуçне вăтамран 893,7 тенкĕ субсиди тивĕçнĕ.

2013 çул валли республика бюджетĕнче коммуналлă пулăшусемшĕн 371 млн тенкĕлĕх (27,1 пин çемье валли) субсиди уйăрма палăртса хăварнă.

Паянхи кун Чăваш Енре федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракан 114,2 пин тата регион çăмăллăхĕсемпе усă куракан 149,9 пин çын çурт-йĕршĕн тÿлеме социаллă пулăшу илет. Федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракан çынсене комуналлă пулăшусемшĕн тÿлеме уйăхсерен укçа уйăрса параççĕ:

– вăрçă инваличĕсене, Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçин инвалида тухнă участникĕсене, вĕсен çемйисене – 391 тенкĕ;

– Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçин участникĕсене – 391 тенкĕ, вĕсен çемйисене – 113 тенкĕ;

– “Ленинград блокадине чăтса ирттернĕ” паллăна тивĕçнĕ инвалидсене – 391 тенкĕ, вĕсен çемйисене 113 тенкĕ;

– çар ветеранĕсене, вĕсен çем-йисене – 113 тенкĕ;

– вилнĕ вăрçă инваличĕсен çемйисене, Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçин участникĕсене тата çар ĕçĕсен ветеранĕсене – 391 тенкĕ, вĕсен çемйисене – 113 тенкĕ;

– инвалидсене – 736 тенкĕ;

– инвалид-ачасем пур çемьесене (кашни ача пуçне) 736 тенкĕ, анчах коммуналлă пулăшушăн тÿлеме кирлинчен ытла мар;

– Чернобыльте тата ытти çĕрте радиации инкекне тÿснĕ граждансене – 391 тенкĕ, вĕсен çемйисене – 113 тенкĕ.

Регионти çăмăллăхсемпе усă куракансене те уйăхсерен укçа тÿлеççĕ:

– ĕç ветеранĕсене тата Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсене – 1026 тенкĕ;

– таса ятне каялла тавăрнă (реабилитациленĕ) çынсене – 2456 тенкĕ;

– политика репрессийĕсене пула шар курнисене – 2187 тенкĕ.

Ялти специалистсене – патшалăх тата муниципалитет культура учрежденийĕсен ĕçченĕсене, сывлăх сыхлавĕн, социаллă пулăшу, ветеринари, педагогика ĕçĕнче тăрăшакансене тата вĕрентÿ учрежденийĕсен библиотекарĕсене – уйăхсерен укçа е комуналлă пулăшушăн тÿленĕ тăкака саплаштарма компенсаци параççĕ.

Çакна та аса илтерер: ялти учрежденисенче 10 çултан кая мар ĕçленĕ, çав учрежденире ĕçлесе пенсие тухса халĕ те ялтах пурăнакан çынсем те коммуналлă пулăшушăн тÿлемелли çăмăллăха тивĕç.

Ялти специалистсене уйăхсерен тÿлемелли укçа виçи тĕрлĕ. Çакна çурт лаптăкĕн республикăри социаллă нормипе (18 тăваткал метр) коммуналлă пулăшăвăн (çурта тытса тăни, юсани, вĕри тата сивĕ шывпа, газпа тивĕçтерни, электроэнерги, хутса ăшăтни) чи пысăк хакне шута илсе палăртаççĕ. Республикăри районсенче уйăхсерен тивĕçекен укçа виçи те тĕрлĕ. Калăпăр, Улатăр районĕнче вăл 577,4 тенкĕрен пуçланать пулсан, Сĕнтĕрвăрри районĕнче – 1155,6 тенкĕ таран.

Е. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика