АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕнче хитре анне пулсан

09 февраля 2013 г.

Çĕр-шыври ача çурчĕсенче çитĕнекен ăру çемье ăшшине, ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхне тупассишĕн тĕмсĕлнине кăтартакан передачăсене темиçе хутчен те пăхнă. Кашнийĕшĕнчех чун çÿçенет. Пÿлĕм ăшă, çутă, вырăн таврашĕ таса, çи-пуç тирпейлĕ, хырăм тутă пулни çеç çителĕксĕрех çав пурнăçра. Ачан çывăх çыннисене çупăрлаттарас, çумне тĕршĕнес, анне сăмаха тĕнче илтмелле янраттарса каласах килет ĕнтĕ. Ку енчен пăхсан, паян Пăлапуç Пашьелĕнчи Алешăпа Саша мĕн тери телейлĕ çитĕнеççĕ! Хăй çуратман пулсан та ялти вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентекен

И. Тихонова çупăрласа çеç тăрать вĕсене.

– Хĕл мучи мана кăçал икĕ пысăк автомашина, тутлă канĕхветсем, сăрăпа илемлетмелли тĕрлĕ ÿкерчĕк парнелерĕ. Пиччене те пайсăр хăвармарĕ. Тепĕр çул тата çыру çыратпăр-и ун патне;– савăнăçне пытараймасăр калаçать Саша амăшĕпе.

– Çыратпăр, çыратпăр. Тепĕр çула тата та ÿсетпĕр-çке. Унччен вара лайăх вĕренес пулать. Аслисем каланине яланах итлемелле,– хавхалантарать асли.

Виççĕмĕш классене вĕрентет Индира Владимировна. Кăçал вун улттăн çÿреççĕ шкула. Пурте хăйĕн ачи вырăнĕнче учительницăшăн. Пĕрне çупăрлать, теприне ачашлать, виççĕмĕшĕн çÿçне тирпейлесе ярать.

– И. Тихонова педагогика ĕçĕнче 33 çул вăй хурать. Аслă категориллĕ учитель çут ĕç отличникĕ. Чăн-чăнах ачасене çывăх учитель. Ахальтен мар тăвансен 10 ачине пăхса ÿстерме тÿрремĕнех хутшăнчĕ, – каласа парать шкул ертÿçи В. Козлова.

И. Тихонова пултарулăхĕ çинчен маларахри çулсенче пĕрле ĕçленĕ Александровсем ырласа калаçнине те илтнĕ эпĕ. Паян вара Индира Владимировна хăйĕн ĕçĕн çимĕçĕсене пуçтарма та хатĕр. Акă, Родионовсен хĕрĕ Карина Республика Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçнĕ. Ыттисем те вĕренÿре матур, пĕрлехи ĕçре харсăр пулнипе палăраççĕ.

– Чăвашла та, вырăсла та шакăлтаттарсах калаçаççĕ Алешăпа Саша. Хуçалăхри ĕçсене те пĕрле пурнăçлатпăр. Алеша сĕтел çине апат-çимĕçе илемлĕн вырнаçтарса лартма ăста. Саша пÿртри тирпее тытса тăма пĕлет. Картишĕнче юр хырасси, каçсерен уçăлма тухасси вара пурин киленĕçĕ те,– калаçать малалла Индира Владимировна.

Пĕрремĕш тата виççĕ-мĕш класа çÿрекен шукăль тумланнă, кăмăллă, сăпайлă чипер ачасене пăхса ытармалла мар.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика