АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спортпа вĕренÿ – малашлăх никĕсĕ

09 февраля 2013 г.

Чăн-чăн талантсем, пысăк çитĕнÿ тăвакансем ялтан тухаççĕ тенипе килĕшмесĕр тăма май çук. Ачаран ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ-рен-ши, пурнăç хакне аван туяççĕ вĕсем. Чăваш Ишек каччи, паянхи кун ял хуçалăх академийĕнче иккĕмĕш курсра пĕлÿ пухакан Алексей Алексеев – çавăн йышшисенчен пĕри.

Мĕн пĕчĕкрен спортпа туслă вăл. Вăхăтĕнче аслисем волейбол, баскетбол, футбол мечĕкне еплерех сиктернине куç илмесĕр сăнанă арçын ача. Уйрăмах штанга, кире пуканĕ йăтакансене кăмăлланă. Таçта шалта, чун тĕпĕнче хăйĕн те вĕсемпе пĕр тан выляс килнĕ-ха ĕнтĕ. Çук, темле хутшăнас тесен те çамрăк пулни ура хунă. Анчах та Алеша пуçа усман. Витрене шыв тултарнă та вăй çитнĕ таран çÿлелле çĕкленĕ. Вут пуленкисене те унталла-кунталла куçарнă. Ашшĕ, ачан тăрăшулăхне кура, кире пуканĕсем те илсе панă. Ывăлĕ кунсерен никам хистемесĕр йывăр пукансене йăтăрланă, ирсерен-каçсерен чупма пуçланă.

Пĕрремĕш хут районта çăмăл атлетикăпа иртекен ăмăртăва хутшăннине питĕ лайăх астăвать вăл. Ун чухне çĕнтерÿçĕсен йышне лекейменнишĕн пĕрре те ÿкĕнмен. Тав хучĕ парса чысланишĕн те чунтанах хĕпĕртенĕ. Тĕрĕссипе каласан, шăпах çак ÿсĕм спорт çулĕ çине тухма хистенĕ те ĕнтĕ Алешăна.

Шкултан вĕренсе тухсанах ял хуçалăх академине çул тытнă каччă, пĕр чăрмавсăрах вĕренме кĕнĕ. Унти пысăк спортзал Алешăшăн чи юратнă вырăн пулса тăнă. Малтанласа 24 кг йывăрăшлĕ пукансенчен пуçланă. Халĕ 32 килона те çĕклеме пултарать.

Кулленех тренировка тунин, ăсталăха туптанин усси пурах çав. Район, республика шайĕнчи ăмăртусенче палăрма пуçлать çамрăк спортсмен. Çулталăкра Алеша инçет хуласенчи ăмăртусене пĕрре мар çитсе курать. Питĕртен, Кировран, Мускавран, Волгоградран, Хусантан тата ытти чылай çĕрте иртекен ăмăртусенчен çитĕнÿсемпе таврăнать, çакă вара ăна малалла ăнтăлма хавхалантарать. Унăн пухмачĕнче паянхи кун 15 медаль, 5 кубок. Дипломĕсен шутне те маннă. Çакă вăл кĕске хушăра çеç.

Улми йывăççинчен аякка ÿкмест. Ашшĕ, Анатолий Васильевич, Афган вăрçи участникĕ, ывăлĕн çитĕнĕвĕсемшĕн питĕ хĕпĕртет. Амăшĕ те çитĕнекен ăру тĕрĕс çул суйласа илнĕшĕн кăмăллă. Алексеевсен çемье девизĕ те çакăн пек: “Сывă пурнăç йĕркине тытса пырса кашни пĕчĕк çитĕнÿрен пысăк киленÿ илмелле. Хăвна ху шанса пуçăннă ĕçе вĕçне çити çитермелле”.

– Ыран ăмăрту тенĕ чухне канăçа çухатни пĕрре çеç мар пулнă. Старта тухсан пăшăрханни таçта кайса сĕвĕрĕлет. Пĕрле килнĕ тус-тантăшсем хавхалантарни те мĕне тăрать,– каласа парать çамрăк спортсмен. Пĕрре палăрнипех лăпланса ларакансен йышĕнче мар-çке вăл.

– Вĕренмелли нумай. Йăлтах хамăр алăра пулнине те чухлатăп. Юлхавланса, пăлахая персе ларнипе “çутта” тухаймăн,– çирĕппĕн палăртать сăмахне, пурнăçне малашне те спортпа çыхăнтарса çитĕнÿ картлашки тăрăх çÿллĕ шая çитме ĕмĕтленекен Ишек каччи, “тимĕр вăййипе” туслă атлет.

Вĕренÿре лайăх ĕл-кĕрсе пынăшăн, спортри çитĕнÿсемшĕн кăçалтан Алеша Алексеев Республика Пуçлăхĕн стипендине илсе тăма пуçлĕ. Эпир унпа мухтанатпăр. Çамрăкăн тĕслĕхĕ пурне те çунатлантарать.

С. КУЛАКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика