АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килĕшỹ спорта витĕм кỹрĕ

06 декабря 2014 г.

 Декабрĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Раççей спорт министрĕпе Виталий Муткопа курнăçнă. Ĕçлĕ тĕл пулура федерацин 2006-2015 çулсенче физкультурăпа спорта аталантармалли тĕллевлĕ программине пурнăçласа Чăваш Енре спорт объекчĕсем тăвассипе, çавăн пекех Шупашкарта 2015 çулта çăмăл атлетсен командисен Европа чемпионатне (суперлига) ирттерессипе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă.

Михаил Инатьев асăннă программăна пурнăçланă май Чăваш Енре спорт инфратытăмĕн строительствипе реконструкцине 5 млрд тенкĕ патнелле хывнине палăртнă, ку республикăра пурăнакансемшĕн спортăн тĕрлĕ енĕпе туслă пулмалли майсене анлăлатма пулăшать.

Юлашки çулсенче Чăваш Республики регион, Раççей тата тĕнче шайĕнчи ăмăртусене çỹллĕ шайра ирттерекен регион пулнине куç кĕрет çирĕплетрĕ. Çитес çулхи июнĕн 2-21-мĕшĕсенче ирттерме палăртнă Европа чемпионатне çăмăл атлетсен Германири, Францири, Польшăри, Италири, ытти çĕр-шыври чи вăйлă 12 команди килмелле, хăнасен шучĕ те пысăк _ 2 пин çын ытла. 2016 тата 2018 çулсенче вара Шупашкар хăвăрт утакансен командисен тĕнче чемпионатне йышăнĕ.

Виталий Муткопа Михаил Игнатьев Чăваш Республики тата Спорт министерстви физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе алла-аллăн ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă.

"Хыпартан"

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика